Сувар

Сасартăк тăвăл тухсан

Паян, май уйăхӗн 31-мӗшӗнче МЧС-ран шторм асăрхаттарăвĕн хыпарӗ çитнӗ: июнӗн 1-мӗшӗнче кăнтăрлапа каç республикăра вырăнĕ-вырăнĕпе аслатиллӗ вăйлă çумăр, пăр, вăйлă çил (секунда 18-23 метр) пулма пултарать. Çавна кура МЧС управленийӗ çакнашкал сĕнÿсем парать: çанталăк пăсăлнă вăхăтра урамра пулсан электричество линийĕсем, йывăçсем, рекламăпа витрина стенчӗсем çумӗнчен кайма тăрăшăр. Сурансенчен сыхланса юлас...

Паян, май уйăхӗн 31-мӗшӗнче МЧС-ран шторм асăрхаттарăвĕн хыпарӗ çитнӗ: июнӗн 1-мӗшӗнче кăнтăрлапа каç республикăра вырăнĕ-вырăнĕпе аслатиллӗ вăйлă çумăр, пăр, вăйлă çил (секунда 18-23 метр) пулма пултарать.
Çавна кура МЧС управленийӗ çакнашкал сĕнÿсем парать: çанталăк пăсăлнă вăхăтра урамра пулсан электричество линийĕсем, йывăçсем, рекламăпа витрина стенчӗсем çумӗнчен кайма тăрăшăр. Сурансенчен сыхланса юлас тесен çуртсен подъезчӗсемпе путвалӗсенче пытанма тӳр килет.
Енчен те эсир уçă çĕрте пулнă вăхăтра çил ӳснине туйсан, вăрманпа шывра ориентацине çухатас мар тесе майсем йышăнмалла. Çул çинче машинапа пыратăр пулсан ытти машинасене хăваласа иртничен, иртсе кайнинчен сыхланмалла. Ăнсăртран та чарăнмалла мар, ерипен чарăнмалла. Унсăр пуçне водительсен техника лару-тăрăвне те тӗрӗслесе тăмала. Çуран çÿрекенсен çул урлă каçнă чухне питӗ асăрхануллă пулмалла, машинасем çумăрлă çанталăкра час чарăнайманнине асра тытмалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: