Сувар

Сăвăсем

ПӖЛӖТСЕМ Шур пӗлӗт куписем юхаççӗ Тархасласа та чарăнми. Вăхăчӗпе çитсе тухаççӗ Кăвак тӳпе те палăрми. Вӗсен çулне йӗрлетӗп эпӗ Куç йăмăхса ыратиччен, Хаваслăх, пурăнăç тӗрекӗ Пӗр çухалса таврăниччен. Ачалăхра ача пулмасăр Ӳсни килмест-ши йывăра? Халех çапла салху кулсассăн, Кайран мӗн курăп-ши вара? Уйран тин кайрӗ-ха акаçă, Тин тӗвӗленчӗ панулми... Шур...

ПӖЛӖТСЕМ
Шур пӗлӗт куписем юхаççӗ
Тархасласа та чарăнми.
Вăхăчӗпе çитсе тухаççӗ
Кăвак тӳпе те палăрми.
Вӗсен çулне йӗрлетӗп эпӗ
Куç йăмăхса ыратиччен,
Хаваслăх, пурăнăç тӗрекӗ
Пӗр çухалса таврăниччен.

Ачалăхра ача пулмасăр
Ӳсни килмест-ши йывăра?
Халех çапла салху кулсассăн,
Кайран мӗн курăп-ши вара?

Уйран тин кайрӗ-ха акаçă,
Тин тӗвӗленчӗ панулми...
Шур пӗлӗт куписем тухаççӗ
Кăвак тӳпе те палăрми.
Тахçан-и-ха вăрман ем-ешӗл
Тум тăхăнчӗ, туйса ăшша?
Ытах ан хуйхăр çул иртнишӗн,
Пӗртен-пӗр тусăм Кӗришша.
Çук, вӗренер-ха тăрăшса.

ÇУЛ ÇИНЧЕН
Кӗрхи хум-хумлă тӳпере
Хӗвел кулать вӗт çумăр витӗр.
Чуста пек пылчăка пӗрех
Çăрса утап, хам ырнă питӗ.
Çич çухрăм юлчӗ хыçала,
Чипер юл, станци, «Шуçчуманӗ».
Çитсе пыратăп ялалла,
Умма кӗç тухрӗ çил арманӗ.
Тем чухлӗн шурă хурӗсем
Ял вӗçӗнчи кӳлле иленнӗ.
Чуспа пӗркеннӗ çӗн пӳртсем
Шуса тухаççӗ пит илемлӗн.
Килте - мунча пăс кăларать,
Хăна чӗнме сӗтел те витнӗ,
Тăван кил-йыш кӗтсе тăрать,
Анне кулать куççулӗ витӗр.

ШӲТЛӖ СĂВĂ
Калаçма мар, патна пыма та
хăяймастăп,
Курса тăранас çук мӗн ӗмӗрне.
Ман пеккине эс ху та çывăха ямастăн,
Асăрхамастăн эс ман пеккине.
Сана эп çавăрма пултарас çук,
Тӗл пулсанах чӗлхем çӗтет, ай-яй.
Вилмех вилместӗп те, анчах
чут чӗрӗ, чут
Кăшт сӗртӗнес те пур, çунсах каяп.
Паттăрлану та, ашкăну та - манăçра.
Арçын ача-и эпӗ? Эпӗ - чӳпӗк.
Эс бриллиант, эс хаклă чул, эп - çӳпӗ.
Ман чунăм çук эс, чул, çухаласран.
Хама ӗмӗтпеле чылай йăпатрăм,
Анчах çиçмест малта пӗр çутă та.
Вара çырлахрăм: эсӗ - Клеопатра,
Эп мӗскӗн чун - чура - сан умăнта.

ÇЫРУ
Юратнах, савман мар ӗнтӗ эс те.
Пӗр пулмарӗ çапах пирӗн çул.
Кӳренместӗп сана, кӳренместӗп,
Кăмăла пасарта илме çук.
Пӗрмаях хулана йыхăраттăн:
«Хулара - чăн культура, аван».
Эп пымарăм. Аван ялăмра та
Пăр пек сив пулмасан чун-хавал.
Çӗнтерӳ ӗçре турӗ бригада, -
Канăç тупнă пек пулчӗ чӗрем.
Туссемпе пӗрлешсе юрра ятăм.
Самантран канăç çӗтрӗ çӗнрен.
Канăçа çухатсан, чун хӗмленчӗ:
Ырă ӗç кӗввине мӗн çитет!
Çакăнта вăл этемӗн тивлечӗ,
Çакăнта чăн телей, çак тӗлте.
Çӗршыва ăнланма йывăр мар-мӗн:
Çамрăксем халь ялта кирлӗрех.
Эс çукран Саврăшпуçӗн урамӗ
Мансăрах вăй вылять тӗрлӗрен.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: