Сувар

Шевченко чăвашла хитре янăрать иккен

Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче паллă тунă Тăван чӗлхе кунне хальхинче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкăн пултарулăхне (пӗлтӗр Петр Хусанкая) халалланăччӗ. Вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуларӗ. Яланхи пекех чăваш уйрăмӗ хастар хутшăнчӗ унта, Тарас Шевченкăн сăввисене ТР...

Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче паллă тунă Тăван чӗлхе кунне хальхинче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкăн пултарулăхне (пӗлтӗр Петр Хусанкая) халалланăччӗ. Вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуларӗ.

Яланхи пекех чăваш уйрăмӗ хастар хутшăнчӗ унта, Тарас Шевченкăн сăввисене ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, «Сувар» хаçатăн пултаруллă журналисчӗ, çыравçă Ирина Трифонова куçарчӗ. Сăвва Алена Гордеева (Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн хӗрӗ) питӗ ăста вуларӗ.

Габдулла Тукай тата Тарас Шевченко произведенийӗсене хитре вулассипе регионсем хушшинчи конкурс Анат Камăра иртрӗ (йӗркелӳçисем «Вербиченька» украин юлташлăхӗ» ТР Украин наципе культура автономийӗ, Анат Камăри Туслăх çурчӗ, Г.Тукай ячӗллӗ библиотека).

Сăмах май, кăçалхи конкурс шучӗпе çиччӗмӗш пулчӗ. Унта ачасем кăна мар, аслисем те хутшăнаççӗ. Хальхинче конкурсăн форматне улăштарнă. Конкурсантсем унта куçăн мар майпа хутшăнчӗç, урăхла каласан произведенисене вуланине видео ӳкерсе ячӗç. Тутарстанран, Пушкăртстанран, Томск, Пенза облаçӗсенчен тата ытти регионсенчен пурӗ 90 видеозаявка килнӗ.

Жюри сăвва куçарас тата вулас пултарулăха хакласа чăвашсене тивӗçлӗ III вырăн панă.

Конкурса çитес вырсарникун, мартăн 25-мӗшӗнче, Хусанти Туслăх çуртӗнче кăнтăрла 12 сехетре пӗтӗмлетеççӗ. Сăвва ăста куçарнă Ирина Трифоновăна тата хитре вуласа конкурса хутшăннă Алена Гордеевăна çӗнтерӳпе саламлатпăр.Маттур! (Сăнӳкерчӗкре Алена Гордеева сулахайран пӗрремӗшӗ).


Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: