Сувар

Шупашкар çур миллионлă хулана çаврăнать

Çакăн çинчен хула депутчӗсен Пухăвӗн 17-мӗш сессийӗнче пӗлтернӗ. - Çур миллионлă хула - промышленноçпа инвестицисене аталантармалли лайăх вырăн, - тесе каланă Шупашкарăн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков. Археологсен кăтартăвӗсемпе Шупашкара 13-мӗш ӗмӗрте никӗслени паллă, анчах вырăс летопиçӗсем тăрăх хула пуçламăшӗ 1469 çул шутланать. 19 ӗмӗр вӗçӗнче Шупашкарта 5 пин çын пурăннă. 1920...

Çакăн çинчен хула депутчӗсен Пухăвӗн 17-мӗш сессийӗнче пӗлтернӗ.

- Çур миллионлă хула - промышленноçпа инвестицисене аталантармалли лайăх вырăн, - тесе каланă Шупашкарăн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков.
Археологсен кăтартăвӗсемпе Шупашкара 13-мӗш ӗмӗрте никӗслени паллă, анчах вырăс летопиçӗсем тăрăх хула пуçламăшӗ 1469 çул шутланать. 19 ӗмӗр вӗçӗнче Шупашкарта 5 пин çын пурăннă. 1920 çулта ăна Чăваш автономи облаçӗн шӗкӗр хули туса хунă хыççăн, Шупашкар халăхӗ ӳсме пуçлать. 1959 çулта кунти çынсен шучӗ 100 пине çитет. 58 çул хушшинче хулари халăх 5 хут ӳсет. 125 пин çынлă Çӗнӗ Шупашкар, Пихтулино, Типçырма ялӗсемпе пӗрле Шупашкар пысăк агломераци пулса тăрать. Вăл ӳссе сарăлма тивӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: