Сувар

Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ

Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче апрелӗн 12-22-мĕшĕсенче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртнине хыпарлать «Хыпар» хаçат. Хаçатра пичетленӗ тăрăх, программа çапларах: пĕрремĕш кунӗнче «Петипа-гала» концерт программи пулать. Ăна тĕнчипе паллă Мариус Петипа балетмейстера халалланă-мӗн. Апрелӗн 14-мĕшĕнче сцена çине иртнĕ çулхи премьера - А. Аданăн «Жизель» балечĕ - тухать. Тĕп партисенче...

Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче апрелӗн 12-22-мĕшĕсенче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртнине хыпарлать «Хыпар» хаçат.

Хаçатра пичетленӗ тăрăх, программа çапларах: пĕрремĕш кунӗнче «Петипа-гала» концерт программи пулать. Ăна тĕнчипе паллă Мариус Петипа балетмейстера халалланă-мӗн. Апрелӗн 14-мĕшĕнче сцена çине иртнĕ çулхи премьера - А. Аданăн «Жизель» балечĕ - тухать. Тĕп партисенче Мускаври Пысăк театр çăлтăрĕсем ташлĕç. Ун хыççăн куракансене Пермь хулин артисчĕсем савăнтараççӗ. Евгений Панфилов театрĕ Шупашкарта маларах та пулнă-ха. Хальхинче вара С. Прокофьевăн «Ромеопа Джульеттине» илсе килме хатӗрленеççӗ. Апрелӗн 20-мĕшĕнче Мускаври Н. Касаткинăпа В. Васильевăн Классика балечĕн театрĕ икĕ ĕçпе - «Весна священная» тата «Жар-птица»куракан умне тухӗ. Фестиваль апрелӗн 22-мĕшĕнче яланхи йăлапа Гала-концертпа хупăнать. (Сăнӳкерчӗк http://peterburg.center сайтран).

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: