Сувар

Шурча вăрçинче пуç хунисене асăнаççӗ

2017 çулхи çу (май) уйăхĕн 31-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Шурча ялĕ çывăхĕнче 1842 çулта Шурча вăрçинче пуç хунисене асăну митингĕ иртет. 175 çул каялла халăхпа влаç тытăмĕсем хушшинчи ăнланусăрлăха пула паянхи Чăваш патшалăхĕн ытларах пайĕнче хура халăх пурнăçĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Ахаль те хĕсĕк çĕрлĕ чăваш ялĕсенче...

2017 çулхи çу (май) уйăхĕн 31-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Шурча ялĕ çывăхĕнче 1842 çулта Шурча вăрçинче пуç хунисене асăну митингĕ иртет.

175 çул каялла халăхпа влаç тытăмĕсем хушшинчи ăнланусăрлăха пула паянхи Чăваш патшалăхĕн ытларах пайĕнче хура халăх пурнăçĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Ахаль те хĕсĕк çĕрлĕ чăваш ялĕсенче çĕрсене татса илсе халăх çĕрĕ туса хума пуçланă, унта пахча-çимĕç (çĕрулми/паранкă/кантук) çитĕнтерме халăхăн хăйĕнех ĕçлемелле пулнă. Халăх çакăнпа килĕшмен, çыру çырнă, анчах хурав вырăнне шантарсене янă, çĕрсене туртса илме пуçланă. Халăх пăлханма тытăннă... Ертсе пыраканнисем 1812 çулхи Аттелĕх вăрçин паттăрĕсем пулнă, вĕсем Европа витĕр тухнă, халăха чĕмсĕр выльăх вырăнне хумалла маррине лайăх ăнланнă.

Хăй хакне чыссăрлăха хăварман халăхăн чи хăюллисене персе вĕлернĕ, Çĕпĕре пуç янă, салтака е крепостноя панă, вилнисене мур картине (выльăх çăвине) пĕр шăтăка пытарнă...

Пăлхавра сарăмсăр вилнисене чыслăн асăнасси - пĕтĕм Чăваш Республикинче пурăнакансен сăваплă тивĕçĕ. Пирĕн, чĕррисен, хамăрăн этем тивĕçне манмалла мар.

Митинга машшинапа е маршрутлă автобуспа пыракансем валли Шурча ялне çитиччен палăк патне çул кăтартăвĕ пулать. 242-мĕш маршрутлă автобус Шупашкартан Мускав еннелле «Раща» чарăнуран Шурчана çÿрет.

Çыхăнмалли майсем: сайтсем - anticor-21.livejournal.com, https://www.facebook.com/vzyatka Телефонсем: 89063803776, 89379534076, 89530144605, 89370158109.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: