Сувар

Сӗлӗ чирсенчен сиплет

Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр- и, - сӗлӗрен хатӗрленӗ шыв сыватайман чиртен сипленӗ пирки каласа кăтартма пултаратăп. Вăл 13 çул каялла пулса иртрӗ. Чипер пурăннă çӗртех аннен сылтăм аякӗ ыратма пуçларӗ. Малтанласа вăл çине тăрса тухтăрсем тăрăх çӳрерӗ. Вӗсенчен кашниех хăйӗн сиплев йӗркипе паллаштарчӗ, эмелсем çырса пачӗ. Анчах та усси пулмарӗ: шалта епле...

Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр- и, - сӗлӗрен хатӗрленӗ шыв сыватайман чиртен сипленӗ пирки каласа кăтартма пултаратăп.

Вăл 13 çул каялла пулса иртрӗ. Чипер пурăннă çӗртех аннен сылтăм аякӗ ыратма пуçларӗ. Малтанласа вăл çине тăрса тухтăрсем тăрăх çӳрерӗ. Вӗсенчен кашниех хăйӗн сиплев йӗркипе паллаштарчӗ, эмелсем çырса пачӗ. Анчах та усси пулмарӗ: шалта епле ыратнă - çаплах канăç памарӗ. Йывăрланса пычӗ. Анне кăмăлӗ пăтранчӗ, хăсас килни иртмерӗ. Ăна, вăйран кайнăскере, больницана хучӗç. Пур енлӗ тӗпчев унăн 12 пӳмеллӗ пыршине шыçă пуррине тата пӗверӗ пысăкланнине кăтартрӗ. Вунă кун выртнă хыççăн аннене çаплипех киле ячӗç. Ыратни ирттменччӗ унăн . Кун çумне тата куляну хутшăнчӗ: тухтăрсем те сыватайман япаларан хăтăлма май килместех тесе чӗрине хускатасси патнех çитрӗ. Ыратни вăйлансан васкавлă пулăшу чӗнкелесе илчӗ. Пӗррехинче тухтăр аннене шеллесе ăслă рецепт çырса парать. «Сӗлӗпе сипленсе пăхăр-ха, - тет. - Çӗçӗ айне выртма ӗлкӗретӗр. Сӗлле фермерсем патӗнче туянăр та çапла тăвăр: 1 стакан пӗрчӗллӗ культурăна илсе 1 литр вӗри шывра пăшăхлантарăр, вара термосра çичӗ сехет техӗмлетӗр. Сӗрӗр те çак шӗвӗке кунне виçӗ хутчен пӗрер стакан ӗçӗр». Тухтăр калани пек ӗçме пуçларăмăр. Эрнерен аннен ыратни иртсе кайрӗ. Пӗр уйăх ӗçрӗ вăл çак сиплӗ те техемлӗ шыва. Паян вăл 81 çулта. Çулталăкне икӗ хутчен сӗлӗпе сипленет вăл. Унтанпа пӗрре те аякӗ чăрмантарса тарăхтарман ăна.

Аннеçӗм тата сӗлӗ кӗселне юратать. Ку апат уйрăмах вар-хырăм аптрасан, йывăр чир-чӗр хыççăн çав тери усăллă. Анне ку çимӗçе çапла хатӗрлет: 3 литрлă банкăна çурри е виççӗмӗш пайӗ таран çăнăх евӗр вӗтетнӗ 8 апат кашăкӗ сӗлӗ кӗрпине (вăл пулмасан - 3 стакан сӗлӗ хăрпăкне (геркулес) тултарать. Хупличчен вӗресе тин сунă сӗт температури таран сивӗннӗ шыв (2 литра яхăн) ярать. Йӳçетме çур стакан кефир тата пӗр татăк ыраш çăкăрӗ хурать. Банкăна çăварӗ таранчченех тултарсан аван. Унтан ăна 2-3 куна ăшă вырăна лартать. Йӳçсе çитсен ăна дуршлаг витӗр эмаль кастрюле ямалла. Кунне виçӗ хутчен çимелле.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: