Сувар

Ӳстерсе çырсан – штрафлаççӗ

ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Алексей Фролов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конферецире пӗлтернӗ тăрăх, ÇКХ компанийӗсем пӗтӗм çурт кирлӗлӗхӗшӗн каякан тăкака (ОДН) ӳстерсе çырсан, вӗсен куншăн штраф тӳлеме тивет. Çурт-йӗр инспекцийӗ ОДНа шутламалли йӗркене пăснипе çыхăннă кашни факта тӗпчет. Аса илтеретпӗр, 2017 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре ОДН тӳлевне çӗнӗ...

ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Алексей Фролов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конферецире пӗлтернӗ тăрăх, ÇКХ компанийӗсем пӗтӗм çурт кирлӗлӗхӗшӗн каякан тăкака (ОДН) ӳстерсе çырсан, вӗсен куншăн штраф тӳлеме тивет. Çурт-йӗр инспекцийӗ ОДНа шутламалли йӗркене пăснипе çыхăннă кашни факта тӗпчет.

Аса илтеретпӗр, 2017 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре ОДН тӳлевне çӗнӗ йӗркепе шутлаççӗ. РФ Правительстви йышăнăвӗпе ăна коммуналлă услугăсен категорийӗнчен çурт-йӗр услугисен шутне кӗртнӗ. ОДН нормативне регион влаçӗсем хăйсем палăртаççӗ.

«Кашни нумай хваттерлӗ çуртра ОДН лаптăкӗ тӗрлӗрен. Тӗслӗхрен, икӗ юнашар çуртра пӗр пек тăваткал метрлă хваттерсем пулсан та, вӗсен çурт лаптăкӗ пӗр пек пулманнипе ОДН нормативӗ те тӗрлӗрен», - тенӗ министр çумӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: