Сувар

«Сувар» фаначӗсем Голливудран

(К.Малышев. А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ). «Суварăн» кăтартăвӗсем япăхрах. Апрелӗн 29-мӗшӗнче «Спектрпа» 0:0 вылярӗ вăл, Майăн 1-мӗшӗнче «Лайнер Эпп-2» конадăпа та çак шутпах вӗçленчӗ вăйă. Майăн 6-мӗшӗнче «Д» дивизионри турнир таблицинче 3-мӗш вырăнта пыракан «Гран-при» «Сувара» 1:0 шутпа парăнтарчӗ. Пирӗннисен голкиперӗ травмăпа выляйманни те витӗм кӳчӗ пулӗ ăна улăштараканни штрафнойран тӗллесе тапнă мечӗке...

(К.Малышев. А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ). «Суварăн» кăтартăвӗсем япăхрах. Апрелӗн 29-мӗшӗнче «Спектрпа» 0:0 вылярӗ вăл, Майăн 1-мӗшӗнче «Лайнер Эпп-2» конадăпа та çак шутпах вӗçленчӗ вăйă. Майăн 6-мӗшӗнче «Д» дивизионри турнир таблицинче 3-мӗш вырăнта пыракан «Гран-при» «Сувара» 1:0 шутпа парăнтарчӗ. Пирӗннисен голкиперӗ травмăпа выляйманни те витӗм кӳчӗ пулӗ ăна улăштараканни штрафнойран тӗллесе тапнă мечӗке тытайманни çине. Вак йăнăшсем пур «Суварăн». Анчах пуринчен те ытларах вӗсене йăнăшасран шикленни выляма чарать пулӗ. 100 процентлă самантсем пурччӗ хирӗç вылякансен хапхи умӗнче. Голсем кӗртме тытăнмалла. Команда çамрăк-ха. Шанатпăр, веçех йӗркеленессе. Тепӗр вăйă майăн 12-мӗшӗнче «Ракета» стадионра иртет.
Майăн 5-мӗшӗнче «Динамо-18» командăпа тӗл пулчӗ ЧНКА. Хула çамрăкӗсене 4:0 шутпа «шӗкӗлчерӗç» ял каччисем. Егоров Алексей Матчăн 19-мӗш минутӗнче шута уçрӗ. Унтан 26-мӗш минутра Александр Петров палăрчӗ. 48-мӗш минутра Кирилл Петров пенальтирен кӗртрӗ. Алексей Егоров çак вăйăри юлашки гола 69-мӗш минутра «Динамо-18» хакхин сеткине тăрăнтарчӗ. Кăмăла çӗклекен çӗнтерӳ. Вăйă травмăсемсӗр иртрӗ. Орбитрсем тӳрӗ кăмăлпа, лайăх ӗçлерӗç.
Çитес вăйă майăн 13-мӗшӗнче «Лайнер Эпп» командăпа пулать.

«Сувар» команда йӗркеленчӗ кăна-ха, опычӗ те сахалрах, апла пулин те чăваш каччисен йăлтах йӗркеллӗ пуласса шанатпăр. Урăхла май та çук, вӗсене илемӗпе Голливуд çăлтăрӗнчен Анджелина Джолирен те ирттерекен чăваш хӗрӗсем кашни вăйăрах хавхалантарма килеççӗ вӗт.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: