Сувар

Суйлав пăтăрмахӗ

Чăваш Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн тата "ЧР чӗлхисем çинчен" калакан Закон тăрăх, чăваш тата вырăс чӗлхисем Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Суйлав кунӗ Шупашкарти 2063 номерлӗ суйлав участокӗнче Илле Иванов çыравçă тата общество деятелӗ ăна тăван чӗлхепе çырнă бюллетень пама ыйтнă. Анчах та 4 бюллетеньрен иккӗшӗн тăррине кăна чăвашла...

Чăваш Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн тата "ЧР чӗлхисем çинчен" калакан Закон тăрăх, чăваш тата вырăс чӗлхисем Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Суйлав кунӗ Шупашкарти 2063 номерлӗ суйлав участокӗнче Илле Иванов çыравçă тата общество деятелӗ ăна тăван чӗлхепе çырнă бюллетень пама ыйтнă. Анчах та 4 бюллетеньрен иккӗшӗн тăррине кăна чăвашла çырнă пулнă - ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсене суйламаллисем çине. Çакна курсан Илле Иванов нихăш бюллетеньне те илме килӗшмен, протестласа вăл вуççех сасăлама та килӗшмен. Çыравçă шучӗпе, закон тăрăх мӗн пур тăватă бюллетене те вырăсла çырнипе тан чăвашла та çырмалла.

Илле Иванов суйлав участокӗнчи журналистсене ку ӗçе фотоаппаратпа ӳкерсе илме чӗннӗ. Участокри суйлав комиссийӗн председателӗ Людмила Рейнгольд çак факта провокаци пек хакланă. Вăл Илле Иванова "провокатор" тесе журналистсене айăплама тытăннă, унтан участокра дежурство иртекен полицейские суйлавçă хăтланăвӗсене пӳлме чӗннӗ. Полици ӗçченӗ Илле Иванов заявленийӗнче обществолла йӗркене пăснине асăрхаман.

Çакăн хыççăн бюлленьсенче çырнине чăвашла вулас текен суйлакан ăна комисси председателӗ ятласа кӳрентерни çинчен акт çырнă, чăваш чӗлхипе. Хамăр çырулăхпах усă курса Илле Иванов тата унăн мăшăрӗ суйлав комиссийӗнчен вӗсене чăвашла çырнă бюллетеньсене пама ыйтса завленисем çырнă.
Тӗлӗнмелле, анчах та комисси секретарӗ Рамская чăваш чӗлхин патшалăх статусӗ пуррине йышăнма килӗшмен. Анчах та комиссин пӗр членӗ пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанри бюллетеньсене икӗ чӗлхепе пичетлеççӗ.

Çак пăтăрмаха сăнакан Чăваш Республикинчи наципе культура чӗрӗлӗвӗн "Ирӗклӗх" обществин активисчӗ Илья Алексеев пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ çул ЧР Пуçлăхӗн тата вырăнти хăйтытăмлăх суйлавӗсем умӗн вӗсен организацийӗ Чăваш Республикин Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене регионти икӗ патшалăх чӗлхипе пичетлеме кирли çинчен калакан официаллă çыру янă пулнă. Анчах ун çине хуравламан.

Редакцирен
Çак ӗç-пуç пире, Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакан чăвашсене питӗ тӗлӗнтӗрет. Мӗне пула ун пек пулса иртет-ха? Çакна кӳршӗри регионра пурăнакан суйлавçăсен ирӗкне хӗсӗрленипе те танлаштарма пулать вӗт. Пирӗн Тутарстанри партисем чăваш ялӗсенче пурăнакан суйлакансем патне тăван чӗлхепе "калаçса" çул хывма тăрăшнă вăхăтра чăвашсен тăван çӗрӗнче эпир çакнашкал лару-тăрăва куратпăр... Бюллетеньсенчи заголовоксене (мӗнле сасăламаллине) кăна чăвашла çырнă, ытти информацие вырăсла. Ку вăл кӳршӗ регионри чылай пуçлăх официаллă тӗлпулусенче пухăннисене чăвашла саламланă хыççăн тӳрех патшалăхăн тепӗр чӗлхи çине куçса калаçма тытăннине аса илтерет.

Тутарстанра суйлавран суйлава агитаци материалӗсем, брошюрăсем чăвашла пичетленнинчен тӗлӗнекен те çук. Ӗлӗкрен çапла пулнă. Хушса калас пулсан, Совет Союзӗн вăхăтӗнче 80-мӗш çулсенчи суйлавсенче ТАССР-ти чăвашсем йышлă пурăнакан районсем валли бюллетеньсене те виçӗ чӗлхепе пичетлесе хатӗрлени паллă. Мӗншӗн-ха 70 процента яхăн чăваш пурăнакан Республика тӗп халăхăн чӗлхине паянхи кун шута илесшӗн мар? Часрах манччӗр теççӗ-ши? Шанас килмест.

Чӗлхен вырăнне, статусне суйлавсенче палăртни вăл патшалăх политики. Кунта вара мӗн асăрхатпăр? Тӳрӗрен каласан, чăваш чӗлхине кирлӗ мара кăлăрнине. Лару-тăрăва улăштарасчӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: