Сувар

Тăлăхсене пулăшас тӗллевпе

Пурнăç вăл вăрăм коридор евӗр, кашни алăк хыçӗнче хăйне уйрăм тӗнче, уçса кӗмесӗр унта мӗн пулнине пӗлме çук. Пуян та тулли пурнăçпа пурăнас тесен çав алăксене уçма ӳркенмелле мар, тӗрӗсрех каласан хăюлăх çитермелле. Пурнăçăн енӗсем нумай, кашни çӗршывăн, халăхăн вăл хайне евӗр. Вӗсен культури, искусстви, тӗнчекурăмӗ, социаллă пурнăçӗ, экономики, политики...

Пурнăç вăл вăрăм коридор евӗр, кашни алăк хыçӗнче хăйне уйрăм тӗнче, уçса кӗмесӗр унта мӗн пулнине пӗлме çук. Пуян та тулли пурнăçпа пурăнас тесен çав алăксене уçма ӳркенмелле мар, тӗрӗсрех каласан хăюлăх çитермелле. Пурнăçăн енӗсем нумай, кашни çӗршывăн, халăхăн вăл хайне евӗр. Вӗсен культури, искусстви, тӗнчекурăмӗ, социаллă пурнăçӗ, экономики, политики кăткăс мозаикăна пуçтарăнать.

Пирӗнпе юнашар тӗрлӗ халăх, тӗрлӗ конфесси çыннисем пурăнаççӗ, анчах эпир вӗсем çинчен çиелтен кăна пӗлетпӗр, нумай чухне шаблонпа шухăшлатпăр. Сăмахран, мăсăльмансем çинчен. Пӗлменлӗхе пула нумайăшӗ вӗсем пирки час-часах йăнăш пӗтӗмлетӳ тăвать. Хыпар хатӗрӗсем мăсăльман тӗнне радикаллă ушкăнсен, игилсен ӗçӗсем тăрăх хакламалла марри çинчен каласан та пурпӗрех ăна çивӗч йышăнаççӗ. Ку çирӗммӗш ӗмӗрти сакăрвуннăмӗш çулсенче пуçланчӗ, уйрăмах Çурçӗр Кавказра. Вӗсен тӗллевӗ - шариат законӗсем çинче никӗсленӗ Ислам патшалăхне туса хурасси. Совет Союзӗнчи мăсăльмансен хушшинче ислам фундаментализмӗн идейисем анлă сарăлма пуçланă ун чухне. «Таса ислам» енне сулăннисем ыттисенчен палăрмаллах улшăнма пуçларӗç. Вӗсем мăсăльмансен официаллă тӗнӗн оппозицийӗ пулса тăчӗç, халăхра сарăлнă ислама критиклеме пуçларӗç. Шăп çав вăхăтра тутар хӗрӗсем хăй халăхӗн тумтирне пăрахăçласа хиджаб тăхăнма тытăнчӗç. Тутар культурине упраса хăварассишӗн тăрăшакансене ку паян кунччен те пăшăрхантарать, çавăнпа ирттерекен кашни мероприятире мăсăльман тӗнӗ чăннипе мӗнлерех пулни пирки информаци пама, ваххабитсен витӗмне чакарма тăрăшаççӗ, Корана тӗрӗс ăнланма пулăшаççӗ.
Çак кунсенче мăсăльмансем Мухаммед пророк çуралнине паллă тăваççӗ. Тутарстанра ăна халалланă мероприятисем йышлă иртрӗç. Хусанта пурăнакан узбексен диаспори çак уява ыркăмăллăх акцийӗ ирттерсе палăртрӗ. Декабрӗн 12-мӗшӗнче узбексен пӗр ресторанӗнче 70 яхăн тăлăх тата инвалид ачасене пуçтарчӗç, вӗсене уяв апачӗпе сăйласа парнесем пачӗç. Ислам тӗнӗнче садака парасси анлă сарăлнине пурте пӗлетпӗр. Вӗсем хуть мӗнле уяв ирттерсен те ăна пӗтӗм халăхпа пайлама, чухăн, выçă çынсене пулăшма, тăрантарма тăрăшнă.
Унсăр пуçне узбексем республикăри наципе культура автономисен представителӗсене те хăйсен уявне чӗнчӗç. Пире «Регистан» администраторӗ Амалия Грачева питӗ те ăшшăн кӗтсе илчӗ. Хăнасемпе вăл çав тери вашават пулчӗ. Вырăсла таса калаçнинчен вăл узбек хӗрӗ пулманни, сăн-питӗнчен тутар та пулманни палăрчӗ. Ман умра мăсăльмансен тумне тăхăннă славян пит-куçлă хӗр тăрать. Паллах, вăл хăш наци çыннине пӗлес килчӗ. Хăй каланă тăрăх, Амалия ашшӗ енчен вырăс, амăшӗ енчен вара тутар. Ӳснӗ май, вăл хăйне ытларах та ытларах мăсăльман пек туйма пуçланă, çавăнпа ислам тӗнне йышăннă. «Çак суйлава эпӗ тарăн шутласа, хам чуна итлесе турăм. Тавах аттепе аннене, вӗсем мана пӗри те хăй тӗнне вăйпа илтересшӗн пулмарӗ. Тӗнчене эпӗ мăсăльман тӗнӗ витӗр куратăп, ăнланатăп», - терӗ вăл хăйпе кӗскен паллаштарса. Унтан тӗплӗнрех мероприяти çинчен каласа пачӗ.
- Ыркăмăллăх акцине эпир ку вăхăтра ахальтен ирттерместпӗр, çак уйăхра пирӗн пророк Мухаммед çуралнă, мăсăльмансемшӗн вăл Турă янă çутă. Çак кунсенче типӗ тытмалла, ырă ӗçсем нумай тумалла. Ыркăмăллăх акцине ирттерес пуçару «Регистан» дирекцийӗпе Кабан çумӗнчи «Ярдэм» мечӗтӗн. Акци ирттерсе эпир ырă ӗçсене куллен тумалли çинчен аса илтерес терӗмӗр. Мăсăльманшăн ку питӗ те пӗлтерӗшлӗ, ырă ӗç туни хăв патнах таврăнать», - терӗ Амалия.
Амалия сăмахӗсемпе, «Ярдэм» мечӗт çулталăк тăршшӗпех тăлăхсене, инвалидсене пулăшать. Мечӗт çумӗнчи реабилитаци центрӗпе Ыркăмăллăх фончӗ инвалидсене пулăшассипе пысăк ӗçсем туса пыраççӗ, йывăрлăхран тухма пулăшаççӗ. Хальхинче те вӗсем хăйсен тимлӗхне илнӗ инвалидсене çак уява пуçтарса килчӗç. Мечӗт имамӗ Илдар хазрат Баязитов пуçтарăннисене уявпа саламларӗ, Мухаммед пурнăçӗ çинчен, ун вӗрентӗвӗн пӗлтерӗшӗ çинчен каласа пачӗ. Хисеплӗ хăна шутӗнче Раççейри мăсăльман предпринимательсен Ассоциацийӗн председателӗ Айдар Шагимарданов та пулчӗ. Ун сăмахӗсемпе, Мухаммед пророка халалласа тунă пӗр ырă ӗç те усал этемӗн тамăкри пӗр кунне те пулин çăмăллатма пулăшать. Çавăнпа ырă ӗçсем мӗн чухлӗ нумайрах, çавăн чухлӗ тамăкран хăтăлас шанчăк пысăкрах. Саламлакансен шутӗнче муфтисен вӗрентӳ енӗпе çумӗ Рафик хазрат Мухаметшин тата ытти чӗннӗ хăнасем пулчӗç.
Çапах та çак кунхи чи пысăк парне вăл йывăр шăпаллă ачасен пичӗ çинчи йăл кулă пулчӗ. Парнепе апатран ытларах вӗсене хăйсене уйăрнă тимлӗх савăнтарчӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене никамран та ытларах юратупа пулăшу, ăнланни кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: