Сувар

«Татфондбанкпа» «ИнтехБанк» банкӗсем пирки тӗлпулу иртнӗ

Мускавра ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа АСВ патшалăх корпорацийӗн (Агентство по страхованию вкладов) ертӳçи Юрий Исаев тӗлпулу ирттернӗ. Унта «Татфондбанк» тата «ИнтехБанк» пирки ликвидаци ыйтăвӗсене хускатса пысăк йышăнусем тунă. Ликвидаци процедурисем уççăн иртчӗр тесе ТР ӗç тăвакан влаç представителӗсемпе АСВ ӗçченӗсенчен пӗрлехи ӗç ушкăнӗ йӗркеленет. Ушкăнăн тӗп еçӗсенчен пӗри - АСВ-н...

Мускавра ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа АСВ патшалăх корпорацийӗн (Агентство по страхованию вкладов) ертӳçи Юрий Исаев тӗлпулу ирттернӗ. Унта «Татфондбанк» тата «ИнтехБанк» пирки ликвидаци ыйтăвӗсене хускатса пысăк йышăнусем тунă.

Ликвидаци процедурисем уççăн иртчӗр тесе ТР ӗç тăвакан влаç представителӗсемпе АСВ ӗçченӗсенчен пӗрлехи ӗç ушкăнӗ йӗркеленет. Ушкăнăн тӗп еçӗсенчен пӗри - АСВ-н страховани тӳлев реестрне кӗртес тесе кредиторӗсемпе хутшăнни, пурлăхпа хыпар тӗлӗшенчен ӗçлени, производство конкурсӗ вăхăтӗнче кредиторсемпе хутшăнни пулать. Унсăр пуçне «Татфондбанк» тата «ИнтехБанк» ликвидацийӗпе çыхăннă конкурс вăхăтӗнчи кредиторсен комитечӗсене чăннипе шар курнă çынсенчен йӗркеленине те палăртнă. Малашне АСВ ӗçченӗсем ӗç ушкăнӗн пухăвӗсене те хутшăнӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: