Сувар

Театр аннесене тӳлевсӗр спектакльпе саламлать

Хисеплӗ аннесем, мартăн 8-мӗшӗнче Шупашкара çитсе килме шутлатăр пулсан, унти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрне çитсе килме те вăхăт тупăр. Театр аннесем валли ятарласа уяв парни хатӗрленине пӗлтӗмӗр. Çав кун кунта «Театра - аннепе» акци иртет. Аннесене, кукамай-асаннесене «Мымренок» спектакле тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Çаплах театра юратакансен конкурсне хутшăнма та май пур....

Хисеплӗ аннесем, мартăн 8-мӗшӗнче Шупашкара çитсе килме шутлатăр пулсан, унти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрне çитсе килме те вăхăт тупăр. Театр аннесем валли ятарласа уяв парни хатӗрленине пӗлтӗмӗр. Çав кун кунта «Театра - аннепе» акци иртет. Аннесене, кукамай-асаннесене «Мымренок» спектакле тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Çаплах театра юратакансен конкурсне хутшăнма та май пур. Уяв 12 сехетре пуçланать. Çамрăксен театрĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 33/9-мĕш çуртра (унчченехи «Çеçпĕл» кинотеатрӗ) вырнаçнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: