Сувар

Телефон алă айĕнче пултăр

Хусанта июнь уйăхĕнче Конфедераци Кубокĕ иртнине кура хулара пурăнакансен мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине ăнлантараççĕ правона сыхлакан органсем. Полицирисем спорт сооруженийĕсемпе ытлашши кăсăкланакан, хими реактивĕсемпе наркăмăш, сирпĕнме пултаракан япаласем туянас тесе çÿрекен çынсем çине тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. Спортпа çыхăннă е ытти объектсене сумка йăтса кĕме пулăшма ыйтакан, е вăхăтлăха япалисене хураллама...

Хусанта июнь уйăхĕнче Конфедераци Кубокĕ иртнине кура хулара пурăнакансен мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине ăнлантараççĕ правона сыхлакан органсем.

Полицирисем спорт сооруженийĕсемпе ытлашши кăсăкланакан, хими реактивĕсемпе наркăмăш, сирпĕнме пултаракан япаласем туянас тесе çÿрекен çынсем çине тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. Спортпа çыхăннă е ытти объектсене сумка йăтса кĕме пулăшма ыйтакан, е вăхăтлăха япалисене хураллама йăлăнакансенчен те асăрханмалла.

Çавăн пекех кĕске вăхăта хваттер тара илекен тата çанталăка кура мар тумланнă çынсене асăрхамалла.

Хуçасăр сумкасене е ăнланмалла мар, хăратакан япаласене курсан тÿрех правона хÿтĕлекен органсене пĕлтерме çеç манмалла мар, çав шутра анонимлă та. Алă айĕнче пакунлисен телефонĕсен номерĕсем çеç пулмалла. ТР Шалти ĕçсен министерстви: 291-35-28, 291-23-40, 291-24-40, 291-20-02; ФСБ управленийĕ: 231-45-55, 231-49-00.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: