Сувар

Тольятти кӗрхи кӗрекере

( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗ). Самар енчи чăвашсемшӗн çулсерен «Чӳклеме» ирттересси йăлара, пирӗн тăрăхра вара кунашкал уявсем сайра. Çавăнпа та вăл мӗнлерех иртнине курма октябрӗн 14-мӗшӗнче Тольяттине çитсе килес терӗмӗр. Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн пуçарăвӗпе çак уяв ӗнтӗ пӗрремӗш хут иртмест, вăл кунта ырă йăлана çаврăнса пырать. Халăхăн авалхи...

( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗ). Самар енчи чăвашсемшӗн çулсерен «Чӳклеме» ирттересси йăлара, пирӗн тăрăхра вара кунашкал уявсем сайра. Çавăнпа та вăл мӗнлерех иртнине курма октябрӗн 14-мӗшӗнче Тольяттине çитсе килес терӗмӗр.

Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн пуçарăвӗпе çак уяв ӗнтӗ пӗрремӗш хут иртмест, вăл кунта ырă йăлана çаврăнса пырать. Халăхăн авалхи йăлисене хулара упрамалли тепӗр лайăх меслетсен шутне кӗртер эпир ăна.

Çынсене килӗшни те сисӗнет, куракансем кăна 300 ытла. Хулари аслисен икӗ фольклор ансамблӗ, шкул çулне çитмен ачасен ушкăнӗ кăна тухмарӗç сцена çине. Чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен килнӗ ытти ансамбльсем те кăтартрӗç пултарулăхне Тольяттири Культура, искусство тата творчество çуртӗнче. Ульяновск облаçӗнчи Мелекес районӗнчи Аврел ялӗнчен те пурччӗ чăваш ансамблӗ.

Ял уявне хулалла ирттернине курма питӗ интереслӗччӗ. Районтисем хăйсен аш-пăшӗпе килсе çитнӗ кӗрхи уява, фойере сӗтелсем хатӗрленӗ. Чӳклеме хăнисене сăйлаççӗ. Хула çывăхӗнчи дача хуçисем хăйсен пахчисенче ӳстернӗ çимӗçсене пухса кӗреке капăрлатнă. Мӗн кăна шутласа кăларман! Шакмаклă кӗпеллӗ пукане «Кӗр мăнтăрӗ» те ларать сӗтел çинче, кавăнӗ те, улми те, хуплăвӗ те, сăри те - пуян кăçалхи кӗр. Сӗтелсем йăтăнса тăраççӗ. Левуковсен çемйине кăна илер. Владимирпа Зинаида ултă тӗрлӗ çӗрулми лартса ӳстереççӗ хăйсен пахчинче, улма-çырла тӗлӗшӗнчен те пуян вӗсен сачӗ. «Кӗрхи кӗреке» конкурсра вӗсем кăçал та çӗнтерӳçӗсен хушшинче пулчӗç. Сӗтелсем тавра кам ташлать, кам юрлать, кам кукăль астивет - пурте савăнăçлă кăмăл-туйăмпа çӳреççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: