Сувар

Томск чăвашӗсене фонограммăсăр юрлаттармаççӗ

«Сувара» хăнасем килсех тăраççӗ. Томск облаçӗнчи чăвашсен культура обществине Яков Ярушкович Мульдияров ертсе пырать. Хамăр ентеш Хусанта çула май кăна пулчӗ пулсан та, эпир унпа тӗл пулса Томск чăвашӗсемпе общество ӗçӗ çинчен калаçрăмăр. - Яков Ярушкович, вулакансене хă­вăрпа çывăхрах паллаштарсамăрччӗ? - Хам эпӗ Тутарстанри Элмет районӗнчи Пакраш ялӗнче çуралса ӳснӗ....

«Сувара» хăнасем килсех тăраççӗ. Томск облаçӗнчи чăвашсен культура обществине Яков Ярушкович Мульдияров ертсе пырать. Хамăр ентеш Хусанта çула май кăна пулчӗ пулсан та, эпир унпа тӗл пулса Томск чăвашӗсемпе общество ӗçӗ çинчен калаçрăмăр.
- Яков Ярушкович, вулакансене хă­вăрпа çывăхрах паллаштарсамăрччӗ?
- Хам эпӗ Тутарстанри Элмет районӗнчи Пакраш ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çемьере эпир тăхăр пӗртăванччӗ. Клемтел шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Шкула мана ир янă, 10 класс вӗçленӗ çӗре эпӗ 15 çулта кăначчӗ-ха. Хамран икӗ çул аслăраххисемпе вӗрентӗм. Шкул пӗтерсен Хусана института кӗме тесе кайса пăхрăм, анчах пултараймарăм. Элметри училищӗсенче вырăн юлманччӗ, ун чухне ачасем нумай пулнă вӗт. Çавăнпа та вăл вăхăтра Казахстанра пурăннă пӗртăван пиччепе аппа патне шахтăра ӗçлеме тесе кайса пăхрăм. Анчах та эпӗ 15-ри ача кăна пулнă ун чухне, ӗçе вырнаçма йывăрччӗ. Унтан Томск хулине хамăн Емельян пичче патне кайрăм. Унта та ӗçе вырнаçма час пулмарӗ, çул çитмен ачасемпе ӗçлекен комисси хутшăнчӗ. Пăртак вăхăт иртсен вырăнти подшипник заводне токарь ученикӗ пулса ӗçе вырнаçрăм, разряд илсен токарьте ӗçлерӗм. Унтан икӗ çул Монголире хӗсметре тăтăм.
Салтакран таврăнсан Челябинск об­лаçӗнчи Миасра заводра пăртак ӗç­лерӗм, унтан каялла Томска таврăнтăм. 1975 çулта, çирӗм тăваттăраччӗ ӗнтӗ, вырăнти института шывпа тивӗçтерекен системăсен инженер-строительне вӗренме кӗтӗм. Диплом илсен икӗ çула Ленинграда стажировкăна кайнăччӗ. Унтах аспирантурăна та кӗнӗччӗ. Анчах ăна вӗçлеймерӗм, каялла Томсках таврăнтăм. Ӗмӗр тăршшӗ строительство таврашӗнче ӗçлерӗм, историпе культура палăкӗсене реконструкцилес, реставрацилес ӗçре тӗп специалист пулса тăрăшрăм.
- Мӗнпе туртрӗ, илӗртрӗ сире Томск çӗрӗ?
- Хам та пӗлместӗп (кулать). Çур ӗмӗр пулать ӗнтӗ кунта пурăнма тытăнни. Эпӗ кунта пӗччен мар, тăватă пӗртăван пурăнтăмăр. Институтра вӗреннӗ чухнех авлантăм, манăн икӗ ывăл.
- Ачăрсем чăвашла калаçаççӗ-и?
- Шел те, калаçмаççӗ. Пӗрремӗш мă­шăр, ачасен амăшӗ, вырăсчӗ. Пӗччен кăна вӗсемпе калаçма çук вӗт, кунта практика кирлӗ, вăл вара пирӗн çемьере çукчӗ. Ку япала мана, паллах, пăшăрхантарать. Çапах та ывăлсем тăван культурăпа ин­терес­ленеççӗ, хăйсене чăваш теççӗ.
- Томск хулинче 570 пине яхăн çын пурăнать. Чăвашсем нумай-и унта?
- 2010 çулхи çырав тăрăх 5,5 пине яхăн чăваш. Ун умӗнхи çырав кăтартăвӗпе чăвашсен шучӗ 8 пин ытлаччӗ. Ман шутпа, вӗсен шучӗ нумай пысăкрах.
- Томскра чăвашсен шучӗ чакни, сирӗн шутăрпа, мӗнпе çыхăннă?
- Ку чăвашсем хăйсем чăваш пулнине пӗлтерменнипе те, аслă çултисен ачисем, мăнукӗсем чăваш чӗлхине пӗлменнипе те çыхăннă пулӗ. Чăваш темшӗн вăтанать чăваш пулнинчен. Уйрăмах пуçлăха тухнисем чăваш пулнине пытараççӗ.
- Эсир Томскри чăвашсен культура обществине йӗркелесе яраканӗ кăна мар, вырăнти чăвашсене çирӗм иккӗмӗш çул ертсе пыратăр.
- Облаçри чăвашсен культура обществине эпӗ 1995 çулта йӗркелесе ятăм. Чи малтан унăн ӗçне хам пӗлнӗ чăваш пӗлӗшсемпе тăвансем хутшăнчӗç. Хамăр вăйпа тӳрех «Палан» ансамбль йӗркелесе ятăмăр, вăл паянхи кун та ӗçлет. Тытăнтăмăр вара вырăнти чăвашсене юрлаттарма-ташлаттарма. Пӗлтӗр общество 20 çул тултарнине паллă турăмăр. Çак паллă куна уявлама пирӗн пата Шупашкартан, Красноярскран чăваш делегацийӗсем, хамăр облаçри районсенчи чăвашсем хутшăнчӗç.
- Кунашкал ӗçе пуçарса ярасси, паллах, çăмăл ӗç пулман. Ун чухне мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пултăр?
- Чи пысăк йывăрлăх пухăнма вырăн çуккиччӗ. Çавăнпа та малтанхи вăхăтсенче хваттерсенче пуçтарăнаттăмăрччӗ, унтан хулари «Авангард» Культура çуртӗнче пухăнма ирӗк пачӗç. Кунсăр пуçне культура çурчӗ пире баянистпа илемлӗх ертӳçине те пачӗ. Эрнине пӗрре-иккӗ пуçтарăнаттăмăр çапла. Область ирттерекен тӗрлӗ фестивальсемпе концертсене хутшăнаттăмăр, хамăр культурăпа, йăла-йӗркесемпе паллаштараттăмăр. Вăл вăхăтра, хальхипе танлаштарсан, ӗç çăмăлрах пыратчӗ. Инструментсем туянма, сцена костюмӗсем çӗлеме те укçа уйăркалатчӗç. Çакăн пек лару-тăру малтанхи пӗр пилӗк çул пулчӗ.
- Мӗн улшăнчӗ унтанпа?
- Оптимизацие пула Культура çуртӗнчи нацисемпе ӗçлекен 16 специалистăн ставкисене пӗтерчӗç. Баяниста та пама пăрахрӗç. Чăвашсем хушшинче те музыкантсем пурччӗ, анчах та тӳлевсӗр ӗçлесшӗн пулмарӗç. Пирӗн вара укçа енӗпе хӗсӗкрехчӗ.
- Çак лару-тăрăва пула чăвашсен хушшинче кризис тапхăрӗ пулмарӗ-и?
- Çук. Чăвашсем хамăр общество ӗçӗнчен пăрăнмарӗç. Пăрăнас шухăшлисене уявсене, фестивальсене хутшăнтарса явăçтараттăмăрччӗ.
- Ăçта вырнаçнă чăваш обществи паян?
- Вунă çул каялла, чиновниксемпе «çапăçа-çапăçа», хулара пысăк мар кăна халăхсен Туслăх çуртне туса лартрăмăр. Вырăнти 15 наципе культура обществисене пӗчӗк пӳлӗмсем уйăрса пачӗç. Кайран килнисене вырăн çитмерӗ те. Пӳлӗмсем çав тери пӗчӗк пулнипе унта ни концерт тумӗсене, ни инструментсене, ни кӗнекесене тытма çук. Вӗсен ытларах пайӗ ӗлӗкхи пекех хваттерсенчех упранать. Ку ыйтăва çитес çул пуçламăшӗнче влаçсем татса парасса шанатпăр-ха. Пирӗн хулара Офицерсен çурчӗ пурччӗ, шăп çав çурта халăхсен Туслăх çурчӗ валли пама плансем пур вӗсен.
- Обществăпа культура ӗçне вырăнти чăвашсем хастар хутшăнаççӗ-и?
- Ансамбле çӳрекенсем пӗр вун пиллӗкӗн. Тӗрлӗ вăхăтра тӗрлӗрен. Кăçал акă çуллахи вăхăтра та мероприятисене хастар хутшăнчӗç. Тӗлпулусене сахал теме çук. Ăçта-тăр пире чӗнеççӗ, хăш-чухне хам та пӗр-пӗр уяв иртнине илтсен культура управленине шăнкăравласа пирӗн те хутшăнма кăмăл пуррине пӗлтереттӗм. Нумай пулмасть «Кӗр сăри» уявне ирттертӗмӗр, область шайӗнче иртекен Тимӗрçӗ кунне, Çăкăр кунне, Пуртă уявне палăртнă çӗре хутшăнтăмăр. Çулсерен иртекен халăхсен туслăхӗн фестивалӗнчен те юлмастпăр. Çуркунне Томскран 150 çухрăмра вырнаçнă, чăвашсем йышлă пурăнакан Песочно-Дубровка ялта Акатуй ирттертӗмӗр. Ăна йӗркелесе ирттерме ялти Культура çурчӗпе вырăнти ял хуçалăх предприятийӗ те пулăшрӗ. Мӗнле мероприяти ирттерсен те пирӗн, Çӗпӗрти чăвашсен хушшинче, айккинче пăхса тăракансем сахал, пурте хутшăнаççӗ. Активистсен шучӗ аллă çына яхăн, ытларах вӗсем Томск çывăхӗнчи поселоксемпе ялсенчен. Пысăк мероприятисенче эпир 200-е яхăн пуçтарăнни те пулкалать.
- Паянхи кун мӗнле йывăрлăхсем ура хураççӗ?
- Шухăшсене пурнăçлама чи малтан укçа çукки чăрмавлать. Чăвашсем пулăшасшăнах мар. Спонсорсем те çук мар, кам 5 пин, кам 10 пин парса пулăшкалать. Укçаллă чăвашсем хăйсем чăваш пулнине пӗлтересшӗнех мар. Ансамбльпе ӗçлекен баянист çукки те кансӗрлет. Маларах культура çурчӗ ăна паркалатчӗ пулсан, халӗ пит парасшăнах мар. Кăçал çуркунне аран-аран калаçтарса баянистшăн виçӗ уйăх тӳлеме килӗшрӗç. Ялан хирӗçсе çӳремелле. Шăпăрт кăна ларсан нимӗн те памаççӗ.
Тата сасă çыртаракан студи çукки чăрмавлать. Ӗлӗкрех пире минусовкăсем çыртарма «Авангард» Культура çурчӗ пулăшкалатчӗ пулсан, халӗ çук. Кунсăр пуçне плюсовкăсем те кирлӗ. Юлашки çулсенче облаçпа хулари урамра иртекен пысăк мероприятисенче пире плюсовкăсăр юрлаттармаççӗ. Массăллă концертсемпе уявсене пуçлăхсем те килеççӗ-çке, мероприяти йӗркелӳçисем вара сцена çинчи пăтăрмахсенчен хăраççӗ имӗш, фонограммăпа юрлаттараççӗ. Çакă питӗ пăшăрхантарать. Акă кăçал Акатуйра хамăр сасăпах юрларăмăр, укçалла баянист тупса хатӗрлентӗмӗр. Анчах та уяв кунӗ çанталăк çиллӗ пулчӗ, аппаратура япăх, эпир юрлани илтӗнмерӗ те темелле. Фонограммăпа усă курнисен вара сасси ян кайнă, халăх вӗсене илтнӗ…
- Ку пулăма хирӗç тăма пулать-и?
- Пулать пулӗ те, анчах мероприяти йӗркелӳçисен условийӗсем çавăн пек пул­сан мӗн тăвăн? Плюсовку çук-тăк - сцена çине тухмастăн. Пирӗн баянист çуккипе эпир ирӗксӗр фонограммăпа юрлама килӗшетпӗр. Мероприятисенче хамăр халăха, эпир пуррине те тухса кăтартас килет вӗт-ха. Йӗркелӳçӗсем çакна пӗлеççӗ. Хамăра кăтартмасан пире пӗлекен те пулмӗ. Хамăр çинчен эпир интернетра та пӗлтеретпӗр, Одноклассникинче эпӗ «Чуваши Томска» ушкăна илсе пыратăп. Пӗтӗмӗшле каласан, вырăнти культура обществисен йывăрлăхӗсем пӗр. Кашнийӗ хăй тӗллӗн вӗсене татса параймасть. Ку ӗçе власть хутшăнмалла.
- Малашлăхри плансем мӗнлерех?
- Плансем нумай. Анчах та вӗсем маларах аса илнӗ йывăрлăхсемпе çыхăннă. Халăхсен Туслăх Çуртӗнче библиотека тăвас шухăш пур. Чăвашсем валли кăна мар, ытти нацисем валли те тумалла. Маларах каланă сасă çыртаракан студине те çавăнтах уçсан аван пулӗччӗ.
- Обществăпа культура пурнăçне хутшăнакан çамрăксем нумай-и?
- Темиçе çул каялла общество çумӗнче çамрăксен уйрăмне те йӗркеленӗччӗ, ертӳçи Шупашкара куçса кайсан ун вырăнне никама та тупаймарăмăр-ха. Питӗ сахал çамрăк хутшăнать, çӳресен те ытларах хатӗррине курма пыраççӗ.
- Чӗлхене упраса хăварас енӗпе ӗç­летӗр-и?
- Ачасемпе аслисем хушшинче те чӗлхене вӗренес текенсем пур, татах та вӗсене кам-тăр вӗрентмелле-çке. Специалист кирлӗ, вăл çук.
- Ашшӗ-амăшӗсене тăван чӗлхине вӗрентме мӗн чарать вара?
- Вӗсем хăйсем те пит калаçсах каймаççӗ чăвашла. Ку чăвашла калаçма вăтаннинчен кăна та мар, килӗсенче нумайăшӗ пачах та тăван чӗлхепе калаçмаççӗ. Интереслӗ мар пулас ку вӗсене. Эпир хамăр килте чăвашлах калаçатпăр, манăн иккӗмӗш мăшăр вырăнти чăваш, унăн аслă ывăлӗ чăвашла лайăх ăнланать, кăштах калаçать те.
- Тавтапуç пирӗн вулакансем валли вăхăт уйăрнăшăн.
-Сире те пысăк тав!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: