Сувар

Тӗрлӗ енлӗ талант

«Чăваш çыравçи Александр Кăлкан манăн аслă аппапа, Александра Андреевна Андреевапа, Хусанти чăваш педагогика техникумӗнче пӗрле вӗреннӗ. Студентсем ушкăнпа ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкре пулас сăвăç та пурччӗ. Халӗ çав сăнӳкерчӗк аппан мăнукӗ - Чăваш Республикинчи Шăхасанта пурăнакан Ирина Витальевна Иванова (Карчукова) патӗнче упранать. Аппа мӗн виличченех Кăлканпа çыхăну тытрӗ, ватăлсан та йăмăк патне,...

«Чăваш çыравçи Александр Кăлкан манăн аслă аппапа, Александра Андреевна Андреевапа, Хусанти чăваш педагогика техникумӗнче пӗрле вӗреннӗ. Студентсем ушкăнпа ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкре пулас сăвăç та пурччӗ. Халӗ çав сăнӳкерчӗк аппан мăнукӗ - Чăваш Республикинчи Шăхасанта пурăнакан Ирина Витальевна Иванова (Карчукова) патӗнче упранать. Аппа мӗн виличченех Кăлканпа çыхăну тытрӗ, ватăлсан та йăмăк патне, Хӗрлӗ Чутай районне (Чăваш Ен), хăнана кайсан таврăннă чухне Шупашкарта Кăлкан патне кӗрсе тухнине астăватăп.
Эпӗ Кăлканпа Пăва районӗнчи Элшел вăтам шкулӗнче ӗçленӗ вăхăтра паллашнăччӗ. Чăваш çыравçисем тăтăшах пырса çӳретчӗç ун чухне Элшелне. Çав шутра Василий Давыдов-Анатри, Владимир Ухли, Василий Краснов-Асли тата ыттисем. Пӗррехинче шкулти тӗлпулу хыççăн Кăлканпа тата тепӗр хӗрарăмпа, çыравçă тăванӗпе, икӗ çухрăм çуран утма тӳр килнӗччӗ. Манăн Элшелӗнчен виçӗ çухрăмри Кивӗ Мертле каймалла. Кăлкан çак ялсем хушшинчи Ескульне, тăванӗсем патне хăнана пырать иккен. Пӗрле утакан хӗрарăм шăпах тăванӗсенчен пӗри, поэта кӗтсе илме килнӗ. Эпӗ Кивӗ Мертле кайнине пӗлсен хăй каччă чухне Ескулӗнче, унта пурăнакан йышлă тăванӗсем патӗнче тăтăшах хăнара пулнине аса илчӗ:
- Яш чухне Кивӗ Мертлӗ витӗр вăрман урлă вырăс ялне, Чапăрла, майра-хӗрсем патне çӳренӗ, - тенӗччӗ вăл. Ескульне çитсен вӗсем хӗрарăмпа хӗрринчи çурта кӗрсе юлчӗç.
Эпӗ пӗлнӗ тăрăх, Ескулӗн Кивӗ Мертлӗ енчи урамӗнче те поэт тăванӗсен - Антоновсен икӗ килли пурăнатчӗ. Урамăн хӗвеле май ларакан ретӗнче пурăнакан Кăлкан тăванӗ Матӳç аппа иртсе кайнă чухне курсан манпа яланах калаçатчӗ. Вăл Кăлкан хăйӗн мăшăрӗ пирки: «Манăн арăм супăнь хучӗ çинчи майра пек», - тенине аса илни манăн пуçра халӗ те юлнă», - тесе каласа пачӗ мана Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан учительница-пенсионерка Людмила Андреевна Кириллова.
Хам эпӗ Кăлкана Шупашкара кайсан пухусенче, тӗлпулусенче çеç куркаланă. Анчах та унăн хам ача чухне вуланă «Сар-Иван» чăн-юмахӗ чӗрене çирӗп вырнаçса ларнăччӗ. Унта çул çинче тӗл пулнă мӗн­пур йывăрлăхсене çӗнтерсе пыракан хресчен ывăлӗн - Иванăн çăмăл мар пурнăçне сăнласа панине астăватăп. Каярах ку юмахăн вырăсла кӗнеки (В.Тушина куçарнă) алла лекнӗччӗ. Юмаха пулах Кăлкан пултарулăхӗпе ачаранах кăсăкланма пуçланăччӗ.
Александр Дмитриевич Кăлкан (Антонов) драматург, прозаик, поэт-юрăç, юптаруçă, тăлмач, обществăлла ӗçчен, 1940 çултанпа СССР Писательсен союзӗн членӗ. Нумай актлă «Анисса» тата комедисен авторӗ. Вăл повеçсем, ачасем валли сăвăсем, юрă тексчӗсем нумай çырнă. А.Островский, К.Симонов, У.Шекспир, Н.Гоголь, Н.Погодин тата ыттисен хайлавӗсене чăвашла куçарнă.
Чăваш литературине аталантарас тӗлӗшпе тунă çитӗ­нӳсемшӗн А.Кăлкана «Хисеп палли» орденпа, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумӗн виçӗ Хисеп хучӗпе наградăланă, «ЧАССР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята панă (1945).
Александр Антонов 1911 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралнă. Упири шкултан, Хусанти чăваш педагогика техникумӗнчен, пединститутран вӗренсе тухнă хыççăн СССР Писательсен союзӗн А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ çумӗнчи Литература аслă курсӗнче пӗлӳ пухнă.
Вырăс чӗлхипе литература учителӗ, ЧАССР Писательсен союзӗн правленийӗн яваплă секретарӗ, «Пионер сасси» хаçат редакцийӗн сотрудникӗ, «Хатӗр пул» журнал редакторӗ, Чăваш АССР Халăх Комиссарсен Совечӗ çумӗнчи искусство ӗçӗсен управленийӗн пуçлăхӗ, «Тăван Атăл» альманах редакторӗ пулса ӗçленӗ. Çыравçă кӗнекисем хушшинче: «Анисса» (1936), «Алим» (1941), «Ача-пăча сăввисем» (1941), «Хаклă парне» (1951), «Сăвăсемпе юптарусем» (1960), «Пӗчӗк сунарçă» (1963), «Вăрман юрри» (1967), «Суйласа илнисем» (1971), «Паттăр ывăлӗ» (1974) тата ыттисем. Çыравçă пултарулăхне А.Эсхель, Л.Агаков, М.Юрьев, Ф.Романова, М.Сироткин, В.Канюков, Н.Григорьев, Н.Дедушкин, Хӗветӗр Агивер, В.Давыдов-Анатри тата ыттисем тӗпченӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: