Сувар

г. Казань

ЧНКА хыпарӗсем

Тури Услон чăвашӗсем хăйсен председательне улăштармарӗç

Мартăн 29-мӗшӗнче Тури Услон районӗн Киров поселокӗнче Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унăн программи çакнашкал пулнă: 1. 2016 çулхи ирттернӗ ӗçсене палăртни; 2. ЧНКЦ председательне суйласси; 3. Çамрăксен йышенчен председателӗ суйласси; 4. Чăваш коллективӗн пулас ӗçӗсене палăртасси; Чăваш наципе культура центрӗн председательне каллех Анатолий Антонова суйланă. Çамрăксен...

Мартăн 29-мӗшӗнче Тури Услон районӗн Киров поселокӗнче Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унăн программи çакнашкал пулнă:
1. 2016 çулхи ирттернӗ ӗçсене палăртни;
2. ЧНКЦ председательне суйласси;
3. Çамрăксен йышенчен председателӗ суйласси;
4. Чăваш коллективӗн пулас ӗçӗсене палăртасси;
Чăваш наципе культура центрӗн председательне каллех Анатолий Антонова суйланă. Çамрăксен хушшинче чăвашлăх ӗçне илсе пыма Оксана Константинова тивӗçлӗ пулнă. Унсăр пуçне пухура чăваш центрӗ çакăн пек тӗллевсем лартнă:
1. Мăнкун хыççăн пуçтарăнса чăваш каçӗ ирттермелле;
2. Шупашкар хулине экскурсине каймалла;
3. «Сувар» хаçатăн подпискине ӳстермелле;
4. Культурăна аталантарассипе çыхăннă тӗрлӗрен грантсенче хутшăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев