Сувар

«ТУС», ӗçӳ ăнтăр сан ялан!

Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те лидер шутланакан «ТУС» строительство компанине шупашкарсем ытларах «Университетский» микрорайон застройщикӗ пек пӗлеççӗ пулсан, пирӗншӗн, республика тулашӗнчи чăвашсемшӗн, храмсем, паллă чăвашсен палăкӗсем тата ытти нумай-нумай ырă ӗçсем тăвакан меценат пек паллă. Чăнах та, паянхи кун «ТУС» строительство компанине тата ăна никӗслесе паянхи кунччен ăнăçлă ертсе...

Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те лидер шутланакан «ТУС» строительство компанине шупашкарсем ытларах «Университетский» микрорайон застройщикӗ пек пӗлеççӗ пулсан, пирӗншӗн, республика тулашӗнчи чăвашсемшӗн, храмсем, паллă чăвашсен палăкӗсем тата ытти нумай-нумай ырă ӗçсем тăвакан меценат пек паллă.

Чăнах та, паянхи кун «ТУС» строительство компанине тата ăна никӗслесе паянхи кунччен ăнăçлă ертсе пыракан генеральнăй директорне, ЧНК президентне, Çӗпрел район чăвашне Николай Федорович Угаслова пӗлмен чăваш Раççейре çук та пуль. Мӗншӗн тесен вăл çурт-йӗр строительствипе кăна ӗçлемест тата социаллă яваплă бизнес та илсе пырать: храмсем тăвать, спорт командисене пулăшать, шкулсемпе ача сачӗсене проектлать, ачасемпе аслисем валли санаторипе курорт комплексӗсем, «КЕТРА» строительство материалӗсем кăларакан завод тытать.

Çӗршывшăн çăмăл мар 1992 çулта йӗркеленнӗ çак компани паян ура çинче çирӗп тăрать. Вăл Раççейри чи пысăк строительство компанийӗсен шутне кӗнӗ. Наградисем те сумлă, 2016 çулта кăна, тӗслӗхрен, Стройиндустрин ХII Халăхсем хушшинчи конкурсӗнче çӗнтерӳçӗ, ХХI Пӗтӗм Раççейри чи лайăх строительство организацийӗсен конкурсӗнче I степеньлӗ дипломсене çӗнсе илнӗ.

Н.Угасловăн сăмахӗсемпе, çакăн пек çитӗнӗвӗн вăрттăнлăхӗ - шанчăклă командăра тата хăйсен ӗçне парăннă ăста строительсенче.

«ТУС» строительство компанийӗ иртнӗ канмалли кунсенче хăйӗн 25 çулхи юбилейне Шупашкарти патшалăх оперăпа балет театрӗнче сумлăн паллă тунă. Вӗсене саламлама ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Республика ертӳçи ӗçре палăрнă сотрудниксене пашалăх наградисемпе чысланă.

Эпир те «ТУС» строительство компанине юбилей ячӗпе саламласа малашне те халăха хăйсен ӗçӗпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: