Сувар

«Тутарстан чăваш пикинче» жюри çывăрмасть

Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ. «Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн...

Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ.

«Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн сюрпризсем нумай пулӗç. Вăрттăнлăха кăштах уçса мероприятин тӗп теми чăваш хӗрарăмӗн илемӗ тата унăн пӗлтерӗшӗпе çыхăннине пӗлтеретпӗр. Çӗнӗлӗхсем татах та пулаççӗ. Конкурс халăха килӗшессе шанатăп», - тесе пӗлтерчӗ Сильвия Чаркина.

Билетсене Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) туянма пулать. Хакӗ 200 тенкӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: