Сувар

Тутарстан Президентне Владимир Путин орденпа чысланă

РФ Президенчӗ Владимир Путин ТР Президентне Рустам Минниханова Александр Невский орденӗпе чысланă тесе пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Ку ӗç-пуç Мускав Кремелӗнче пулса иртнӗ. Орденпа чысласси çинчен указа Путин март уйăхӗн 1-мӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ пулнă. Çак кунсенче пирӗн республикăн ертӳçине çак пысăк наградăна «Патшалăх умӗнчи уйрăм тивӗçсемшӗн тата Раççей Федерацийӗн...

РФ Президенчӗ Владимир Путин ТР Президентне Рустам Минниханова Александр Невский орденӗпе чысланă тесе пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби.

Ку ӗç-пуç Мускав Кремелӗнче пулса иртнӗ. Орденпа чысласси çинчен указа Путин март уйăхӗн 1-мӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ пулнă. Çак кунсенче пирӗн республикăн ертӳçине çак пысăк наградăна «Патшалăх умӗнчи уйрăм тивӗçсемшӗн тата Раççей Федерацийӗн халăхсем хушшинчи авторитетне çирӗплетнишӗн» тесе панă.

Аса илтеретпӗр, Александр Невский орденӗ патшалăх награди шутланать. Вăл Раççей империйӗн, Совет Союзӗн тата Раççейӗн наградăсен системинчи пӗртен пӗр улшăнмасăр сыхланса юлнă орден.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: