Сувар

Тутарстансем те Шупашкара саваççӗ

Çӗнӗ Шупашкарта пурăнакан Аксу чăвашӗ (Федоровка поселокӗнче çуралса ӳснӗ) Виктор Артемьев кăçал та Шупашкар хула кунне халалланă курава хутшăнать, тесе пӗлтерет Шупашкарти тепӗр ентешӗмӗр Тимӗр Акташ. Кунти Президент бульварӗнче вырнаçнă Хальхи искусствăн центрӗнчи «Савнă Шупашкар» куравра ентешӗмӗрӗн виçӗ картинине «Дыхание весны», «Ливень», «После дождя» курма пулать. Виктор Артемьев пӗлтӗр те...

Çӗнӗ Шупашкарта пурăнакан Аксу чăвашӗ (Федоровка поселокӗнче çуралса ӳснӗ) Виктор Артемьев кăçал та Шупашкар хула кунне халалланă курава хутшăнать, тесе пӗлтерет Шупашкарти тепӗр ентешӗмӗр Тимӗр Акташ. Кунти Президент бульварӗнче вырнаçнă Хальхи искусствăн центрӗнчи «Савнă Шупашкар» куравра ентешӗмӗрӗн виçӗ картинине «Дыхание весны», «Ливень», «После дождя» курма пулать.

Виктор Артемьев пӗлтӗр те çак курава хăйӗн ӗçӗсене тăратнăччӗ-ха. Ун умӗн вара Самар облаçӗнчи Шигонски районӗнчи чăваш ялӗсенче пленэрсем ирттернӗччӗ. Кăçал вара унăн ӗçӗсене ентешӗсен те курма май пулчӗ. Ӳнерçӗ тăван ялта курав йӗркелесе савăнтарчӗ.

Çитес çул Виктор Артемьевăн юбилей, çак паллă пулăм тӗлне вăл нумай çӗнӗ картина ӳкерессе те иккӗленместпӗр, тен, Хусана та куравпа килсе çитӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: