Сувар

Тутарстансен тӗп пусăмӗ çамрăксем çине

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА Канашĕн черетлӗ ларăвĕ паян, мартăн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх çуртĕнче пулчӗ. Пухăва ЧНКА Ĕçтăвком ерÿçи Владимир Иванов ертсе пычӗ. Канаш автономин пĕлтĕрхи ĕçĕсене сÿтсе явнипе пӗрлех кăçалхи мероприятисен планне те палăртрӗ. Ĕçсем ытлашши анлă пулмасан та, хăшĕ-пĕрисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Тĕслĕхрен, çамрăксемпе ĕçлесси çине пусăм...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА Канашĕн черетлӗ ларăвĕ паян, мартăн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх çуртĕнче пулчӗ. Пухăва ЧНКА Ĕçтăвком ерÿçи Владимир Иванов ертсе пычӗ. Канаш автономин пĕлтĕрхи ĕçĕсене сÿтсе явнипе пӗрлех кăçалхи мероприятисен планне те палăртрӗ.

Ĕçсем ытлашши анлă пулмасан та, хăшĕ-пĕрисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Тĕслĕхрен, çамрăксемпе ĕçлесси çине пусăм туни. "Аталан" пĕрлешӳ, футбол команди, паллашу каçĕсем... Вĕсем çинчен "Аталан" ертÿçи Елена Павлова каласа пачĕ, вăл ачасен вĕрентÿ форумĕсене районсен 2018 çулхи планне кĕртме ыйтрĕ. Плана улшăну кĕртнĕ май, пухăннисем унта Çырчаллинче 1990 çултанпа ирттерекен "Хула Уявне" те кĕртсе хăварчĕç. Вăл майăн 21-мĕшĕнче иртет. Тутарстанра чăваш наци юхăмĕ йĕркеленсе кайнăранпа 25 çул çитнине халалласа кĕнеке кăларма хатĕрленӳ ĕçĕ пырать. Чăваш халăхĕн малашнехи шăпи пирки те сăмах хускатрĕç пухăннисем. Канаш пайташĕ Роза Чентаева доклад тăвакансене тăван чĕлхепе калаçма ыйтрĕ. Нурлатри ЧНКЦ ертӳçи республикăри "Уява" малашне урăх района парасси пирки пĕлтерчĕ. Галина Терентьева районăн çĕнĕ ертӳçи ăна куçарма хирĕç мар тесе пĕлтерчĕ. Анчах та çакă кăçалах е çитес çул пуласси хальлĕхе паллă мар-ха.

ТР Чăваш çыравçисен союзĕн председателĕ Николай Сорокин союза çĕнĕ 40-мĕш пайташа, Альберт Кольцова йышăнса ăна писатель удостоверенине пачĕ. Сорокин чăваш театрне Хусанта çĕнĕрен йĕркелесе ярасшăн, ун шухăшĕпе хамăр мероприятисене те театрализацилемелле.

ТР таврапĕлÿçисен ертÿçи Александр Семенов Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн паллă вырăнĕнче палăк лартма сĕнчĕ. Çавăн пекех вăл Валентин Макаров тĕпчевçĕ чăвашсен историйĕ çинчен çырнă кĕнекесене туянма ыйтрĕ. Ирина Трифонова аслисен хутшăнусенче çамрăксенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Теччĕ районĕнчи ЧНКЦ ертÿçи Володар Тимофеев И.Я.Яковлев юбилейне ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕ ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Уяв икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш пайĕ - апрелĕн 25-мĕшĕнче Теччĕре наукăпа практика конференцийĕ, иккĕмĕшӗ çăва тухсан патриархăн тăван ялĕнче Кăнна Кушкинче иртĕ. Хальхи вăхăтра шкул территорийĕнче пысăк лапам хатĕрлеççĕ.

]

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: