Сувар

Вăрлăхсемпе лартмалли материалсене туянмалли йӗрке

Вăрлăх туянас кăмăллă ахаль çынсемпе уйрăм предпринимательсен тимлӗрех пулмалла иккен. Пахча çимӗç тата чечек вăрлăхӗсем упракан пакет çинче культурăн ячӗ, вăрлăх сутакан организацийӗн (фирма) адресӗ е телефонӗ, сорчӗ, парти номерӗ, йывăрăшӗ (грамм) е пакетра миçе вăрлăх пулни (шучӗ), вăрлăха хăçанчен усă курмалли пулмалла. Срокӗ тухнă вăрлăха туянма васкас пулмасть. Çаплах...

Вăрлăх туянас кăмăллă ахаль çынсемпе уйрăм предпринимательсен тимлӗрех пулмалла иккен. Пахча çимӗç тата чечек вăрлăхӗсем упракан пакет çинче культурăн ячӗ, вăрлăх сутакан организацийӗн (фирма) адресӗ е телефонӗ, сорчӗ, парти номерӗ, йывăрăшӗ (грамм) е пакетра миçе вăрлăх пулни (шучӗ), вăрлăха хăçанчен усă курмалли пулмалла.

Срокӗ тухнă вăрлăха туянма васкас пулмасть. Çаплах вăрлăхăн пахалăхӗ культурăн хăйнейӗвӗрлехӗнчен те, вăрлăха мӗнле условисенче упранинчен те килет. Тӗслӗхрен, укроп, сельдерей, петрушка, кишӗр тата ытти хăш-пӗр культурăсем 1-2 çул упранма пултараççӗ. Виççӗмӗш çулӗнче унăн шăтаслăхӗ 25% яхăн чакать.

Реклама

Улма çимӗç тата çырла йышши культурăсен хунавӗсем пирки калас пулсан, хунав çинче сортне, ăна ăçта ӳстернине, сортăн пахалăхне кăтартакан этикетка пулмалла. Çаплах сутуçăран «Сорчӗпе тӳр килнипе килменнине кăтартакан», «Лартма ирӗк паракан» сертификатсем те, «Апробаци акчӗ» те «Тӗрӗслев протоколӗ» те пулмалла. Хунавсене çуркунне чавса кăларнă пулсан, сертификатра çуркуннехи срокӗ тухиччен çеç усă курмалла тесе çыраççӗ, кӗркунне чавса кăларнă пулсан - тепӗр çулхи çуркуннеченех.

Илемлӗ чечексен те, сухан вăррипе ыхран та, çӗр улмин те, сидератсен те норма ыйтакан кирлӗ документсем пулмалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: