Вăрнарти строительсене «Хусан чăвашӗсем» саламларӗç

Вăрнар хăйӗн çӗнӗ паркӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. «Август» ятлă кану паркне кăçал май уйăхӗнче химик кунне халалласа уçнă. Тирпейлӗ кану вырăнӗнче мӗн кăна çук! Йывăçран касса тунă палăксенчен пуçласа чӗнтӗрлӗ кӗперпе кӳлӗри карпсем таран. Унта çынсем çӳпӗлеменни вара тӳрех куçа курăнать. Артистсене юрлама эстрада та пур. Шăп çав площадкăра иртнӗ вырсарни...
Вăрнар хăйӗн çӗнӗ паркӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. «Август» ятлă кану паркне кăçал май уйăхӗнче химик кунне халалласа уçнă. Тирпейлӗ кану вырăнӗнче мӗн кăна çук! Йывăçран касса тунă палăксенчен пуçласа чӗнтӗрлӗ кӗперпе кӳлӗри карпсем таран. Унта çынсем çӳпӗлеменни вара тӳрех куçа курăнать. Артистсене юрлама эстрада та пур.
Шăп çав площадкăра иртнӗ вырсарни кун Вăрнарти строительсене професси уявӗпе саламласа «Хусан чăвашӗсем» ушкăн концерт кăтартрӗ те. Мускавра çуртсем тăвакан строительство фирми Алексей Наумов ертсе пыракан музыка коллективне ятарласа çак уява чӗннӗ. Фонограмçăсене итлесе ывăннă пулмалла, стройкăри профессионалсем юрă-кӗвӗри профессионалсене курасшăн.
Çапла паркри уçă сывлăшра «чӗрӗ» сасă 3 сехет янăрарӗ. Куракансем юрăçсемпе пӗрле ташларӗç те, юрларӗç те - кӗскен калсан кăмăлтан савăнчӗç. Инструментсем кăларакан сасă чăнах та чӗрӗ пулнине ӗненменнисем Ксения Дубайкина калакан сӗрме купăса тыта-тыта пăхрӗç.
Хусансем Вăрнара тулли ушкăнпа, саккăрăн килнӗ. Яланхи сӗрме купăспа соло гитарăсăр пуçне сцена çинче бас гитара та, синтезатор та, параппан установки те пурччӗ. Итлесе киленмелӗх пур. Концерт гонорарӗ те пӗчӗк пулман ахăр. Строитель кунӗ хыççăн Алексей Наумовпа çыхăнаймарăмăр, çывăх çăлкуçсем пӗлтернӗ тăпăх, вăл концерт хыççăн тӳрех кăнтăра канма кайнă.
.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
2 марта 2021 - 07:39Гала-концерта чи лайӑххисем, чи пултаруллисем хутшӑнаҫҫӗ Ӗнер Хусанта этнокультура компоненчӗллӗ тата вырсарни шкулӗсенче вӗренекен ачасен фестивалӗн Гала-концерчӗ иртнӗ. Унта виҫӗ номинаципе – вокал, хореографи, халӑх пултарулăхӗ – 12 номер кӑтартнӑ4000
-
2 марта 2021 - 04:55Йӗкӗрешсен ӗҫре те, килте те хӗвӗшӳ хуҫаланать Эрнелӗх гороскоп 01.03 – 07.033000
-
1 марта 2021 - 21:35Сивӗ Нурлатри ӑшӑ тӗлпулу Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла7900
-
1 марта 2021 - 18:25Теччӗсем ҫинчен ӳкермелли кино нумай Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер7200
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ34812
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ12700
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.11401
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ265500
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен19100
-
27 февраля 2021 - 11:48Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП» – Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.16501
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.15400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика