Сувар

Вĕренекенсем çыраççĕ: «Пирĕн ялта парк пулсанччĕ»

МАН шутпа, пирӗн ялта çамрăксене пухăнма вырăн çитмест. Тӗслӗхрен, парк евӗр япала. Тепӗр енчен, пирӗн ял урамӗсене хитре кăна чечексем акса тухсан питӗ илемлӗ пулмалла. Тата пирӗн çырма урлă каçма пӗр вырăнта кӗпер начар. Çак кӗпере хитре туса хурсан аван пулӗ. Ял çырма-çатраллă. Унта сăртлă та, тикӗс вырăнсем те пур....

МАН шутпа, пирӗн ялта çамрăксене пухăнма вырăн çитмест. Тӗслӗхрен, парк евӗр япала. Тепӗр енчен, пирӗн ял урамӗсене хитре кăна чечексем акса тухсан питӗ илемлӗ пулмалла. Тата пирӗн çырма урлă каçма пӗр вырăнта кӗпер начар. Çак кӗпере хитре туса хурсан аван пулӗ. Ял çырма-çатраллă. Унта сăртлă та, тикӗс вырăнсем те пур. Çитменлӗхсене пӗтерме ял хутлăхӗн пуçлăхӗ лайăх тăрăшать. Лавкка çумне йывăçсем те лартнă, анчах вӗсем халех ӳсмеççӗ-ха. Ялта пысăк та илемлӗ стадион пур. Унта эпир футбол та вылятпăр, çырла та çиетпӗр, кăмпа та пуçтаратпăр. Çак стадиона тата та хитрелетсен, мӗн-тӗр кӗтмен япала туса хурсан, питӗ лайăх пулӗччӗ.

Вера П., Çарăмсан районӗ.

ПИРӖН ялта çитмест ӗç. Вăхăт-вăхăт пи­рӗн касра пӗтет шыв. Ӗç çуккипе çамрăксем ялтан каяççӗ...

Ятне çырман.

ÇУРАЛНĂ эпӗ хулара, халӗ вара пурăнатăп Анат Кăтрата ялӗнче. Хамăн ял мана питӗ килӗшет. Анчах та кашни ялăн çитменлӗхӗ пур. Пирӗн те, ялта апат-çимӗç сутакан икӗ лавкка, япала лавкки вара çук. Унта хитре, хаклă мар япаласем пулччăр. Тата çитеймест вăйă площадки. Ялти аллейăра беседкăсем пулмалла тесе шутлатăп. Кашни урама асфальт сарсан, шыв парас системăна улăштарсан аван пулмалла. Капла мана ял питӗ килӗшет.

Анастасия С., Чистай районӗ.

ЭПӖ Чăваш Майнинче çуралнă. Пирӗн ялта клуб, шкул, чиркӳ пур. Ял йӗри-тавра вăрман. Чăваш Майни ялӗ мана питӗ килӗшсен те, ман шутпа, пирӗн яла парк кирлӗ, урамсене асфальт сармалла.

Вадим И., Алексеевски районӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: