Сувар

Ветерана...

ÇӖНТЕРӲ КУНӖ Курни-илтни-ши ку, анне сăмахӗ-ши - Пуçран тухмасть, аса килет ялан, Киле пырса хыпар пӗлтерчӗ тахăшӗ: «Вӗçленнӗ вăрçă... Савăнăç паян». Атте те ман - салтак, тин çеç вăл таврăннă Фронтран вилес пек хытă аманса, Çак хыпара илтсен вăл, хăйшӗн тавăрнăн, Пӗр вăхăт тăчӗ шăп шăлне çыртса. Унтан тӳрех хӗрӳллӗн...

ÇӖНТЕРӲ КУНӖ

Курни-илтни-ши ку, анне сăмахӗ-ши -

Пуçран тухмасть, аса килет ялан,

Киле пырса хыпар пӗлтерчӗ тахăшӗ:

«Вӗçленнӗ вăрçă... Савăнăç паян».

 

Атте те ман - салтак, тин çеç

вăл таврăннă

Фронтран вилес пек хытă аманса,

Çак хыпара илтсен вăл, хăйшӗн

тавăрнăн,

Пӗр вăхăт тăчӗ шăп шăлне çыртса.

 

Унтан тӳрех хӗрӳллӗн

ыталарӗ вăл

Мана, виç çул тултарнă ачана.

Çӳле çӗклерӗ йывăрччӗ ыратăвӗ.

Юратăвӗ пăхмарӗ сурана.

 

Курни-илтни-ши ку, анне сăмахӗ-ши?

Атте ытамӗнчен тухса кайса

Эп халӗ те вӗçетӗп пек шур акăшăн

Çунатсемпе сулмаклăн авăсса.

 

 

Николай ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ

 

ВЕТЕРАНА

Хисеплӗ вăрçă ветеранӗ

Çулран-çул ватăлса пыран.

Санран чӗре, ӳт-тир суранӗ

Хальччен иртмен, иртмест ыран.

 

Чуну пач канăç тупаймарӗ,

Суранӗ йывăр пулнăран.

Анчах ална усса лармарăн,

Шав тăрăшрăн хуçалăхра.

Кирек мӗнле ӗçре пулсан та,

Эс малтисен ӗретӗнче.

Хăшне тума пулмастчӗ сансăр,

Пач хӗсӗр пулнăн çут тӗнче.

 

Суран тени часах иртмест çав -

Вăл пуснăçем пусса пырать.

Хăçан вилессине пӗлмест çын-

Сыв чух мӗскер-тӗр шав шырать.

 

Çӗн йӗркепе кăсăкланатăн -

Унран сан юлассу килмест.

Ӗçӳ ăнсассăн савăнатăн -

Пӳрмен шăпушăн кӳренмен.

 

Анчах ик ӗмӗр пурăнаймăн -

Суранусем - иртменнисем.

Паллах, вилмесӗр те юлаймăн

Пит шутлă пулнăран кунсем.

 

Эсир йышпа чакса пыратăр

Мӗнпур çӗрте çӗршывăмра.

Умăрсенче пуçа таятпăр

Хастар та паттăр пулнăран.

 

Шăп çавăнпах мăнаçланатпăр,

Сăмах паратпăр умăрта:

«Ыр ӗçӗре ăса хыватпăр,

Хастаррăн пурнăçлăпăр та».

 

Анчах пиртен кайма ан васкăр -

Кайсан калле килме çул çук.

Паян тӗнче епле хаваслă -

Çӗнтерӗве-çке çитмӗл çул.

 

Кӗрекене кӗрсе ларар-ха,

Çӗклер тулли куркасене.

Çухатнă туссене чыслар-ха,

Çумра туйсах та вӗсене.

 

Текех ан пултăр вăрçă-харçă

Чечек сăн-питлӗ çӗр çинче.

Ырри, ӗмӗтленни çывхартăр,

Çын савăк пултăр виличчен...

 

Эппин, тӗппи ӗçсе парар-и

Пӗрер черкке эреххине.

Чун-чӗререн тек савăнар-и,

Тăрсах та вăйă картине.

 

 

Михаил КРАСНОВ-ТАРКĂН

 

АСЛĂ ÇӖНТЕРӲ

Çӗнтерӳ уявӗ çитрӗ

Ялавне вӗл вӗçтерсе.

Çитмӗл икӗ çул та иртрӗ,

Пурпӗр чун çунать тирсе.

 

Вăрçăри çухату шучӗ

Çирӗм миллион ытла.

Çӗршыва пит йывăр пулчӗ,

Мӗнлине хăвах шутла.

 

Куççульне юхтарса тӳснӗ

Туслă халăх шăл çыртса.

Паттăрлăх кунсерен ӳснӗ

Вăрçă нушине туртса.

 

Выçă пулсан та ӗçленӗ

Тăван çӗршӗн кар тăрса.

Çӗнтерсе вăрçа вӗçленӗ,

Пурăнар халь, ыр курса.

 

Миçе хут юнпа пӗвеннӗ

Çӗнтерӗвӗн ялавӗ.

Пурпӗрех чунтан ӗненнӗ

Пулатех ун уявӗ.

 

Çавăнпа чунра упратпăр

Аслă Çӗнтерӳ сумне.

Чечек çыххисем хуратпăр

Тав туса палăк умне.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: