Сувар

Витререн те куç хĕсеççĕ çăлтăрсем

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ганс Христиан Андерсен çуралнă кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне паллă тăваççĕ. Шкулсемпе библиотекăсенче хаваслă тĕлпулусемпе литература уявĕсем, конкурссемпе кĕнеке куравĕсем иртеççĕ. Пĕчĕк вулакансем çыравçăсемпе паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Вулама юратакансемшĕн чăн-чăн уяв ку! Ăна палăртма Ача-пăча кĕнекин Пĕтĕм тĕнчери канашĕ 1967 çулта йышăннă. Кăçал...

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ганс Христиан Андерсен çуралнă кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне паллă тăваççĕ. Шкулсемпе библиотекăсенче хаваслă тĕлпулусемпе литература уявĕсем, конкурссемпе кĕнеке куравĕсем иртеççĕ. Пĕчĕк вулакансем çыравçăсемпе паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Вулама юратакансемшĕн чăн-чăн уяв ку! Ăна палăртма Ача-пăча кĕнекин Пĕтĕм тĕнчери канашĕ 1967 çулта йышăннă. Кăçал унтанпа шăпах çур ĕмĕр çитет.

Çак паллă пулăм тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче 500 экземплярлă тиражпа Виталий Шемекеевăн «Витрери çăлтăрсем» кĕнеки (редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Светлана Бритвина) кун çути курчĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕ кăларăма пурĕ çирĕм сăвă кĕнĕ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: