Сувар

Вырсарни шкулӗ ачасене кӗтет

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнине палăртрӗ. Çак тӗллевпе унта нумай çын пуçтарăнчӗ. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хăйсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Асамат» организацийӗн активисчӗсемпе пӗрле вӗсем анлă видеосюжет хатӗрленӗ. Вырсарни шкулӗн...

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнине палăртрӗ. Çак тӗллевпе унта нумай çын пуçтарăнчӗ. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хăйсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Асамат» организацийӗн активисчӗсемпе пӗрле вӗсем анлă видеосюжет хатӗрленӗ.

Вырсарни шкулӗн пурнăçӗ куç умӗнче йӗркеленсе, аталанса пырать темелле, çулталăк тăршшӗпе тӗрлӗ мероприяти иртнине асăрхатăн. Çапах та вӗсем илсе пыракан ӗç çав таранччен пӗлтерӗшлӗ та анлă пулнине халӗ тата та лайăхрах курма пулчӗ.

Республика, хула шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмаççӗ шкула çӳрекен кӗçӗн тата аслă классенче вӗренекен атьсем. Çулталăк тăршшӗпе Туслăх Çуртне кам кăна килсе каймасть-ши? Ют çӗршыв делегацийӗсене кӗтсе илнӗ çӗре пӗрре мар хутшăннă пирӗн ачасем.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кăçал вӗренӳ çулне уçнă çӗре ЧНКА канашӗн пайташӗсем, хула çыннисем ытларах килни савăнтарать. Ачасемпе педагогсене уявпа саламлама ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗ Владимир Иванов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ ертӳçи Валерий Казаков, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили килчӗç. Чăваш Енрен те пӗр хăна пурччӗ - «Хавал» чăваш ачисемпе çамрăкӗсен лагерӗн йӗркелӳçисенчен пӗри - Игорь Алексеев.

Владимир Иванов ачасемпе вӗрентекенсене çитес вӗренӳ çулӗнче ăнăçу сунса тăван чӗлхен кирлӗлӗхӗ, вăл пирӗн культура никӗсӗ пулнине палăртрӗ.

Валерий Казаков та нумай ырă сăмах каларӗ. Паянхи кун ăна хăй пӗрремӗш хут шкула кайнине аса илтернӗ иккен. Чăвашла кăмăл ыйтнă пекех лайăх калаçайманнишӗн кулянса шӳтлесе хăйне те пӗрремӗш класа илме ыйтрӗ. Çакăнтан вӗренсе тухнисем нихăçан та тепӗр халăх çыннине кӳрентермессине шаннине пӗлтерчӗ.

Майя Хухунашвили сăмахӗсемпе, чăвашсем чи активлисен шутӗнче. Вырсарни шкулӗн ӗçӗпе паллаштарса вăл халăхсен туслăхӗн никӗсӗ пулнине палăртрӗ. Чăваш уйрăмне вырсарни шкулӗ ирттерекен мероприятисене хутшăннăшăн тав турӗ. Вӗсене Грузи халăхӗн уявне хутшăнма та чӗнчӗ.

Ырă сăмахсем калакансем йышлăн пулчӗç. Çав тери ырă атмосферăра иртрӗ уяв. Шкулăн мухтанмалли вара нумай. Çакăнта çӳрекен ачасем юрă-ташă искусствинче те, спортра та, обществăлла ӗçсенче те палăрма ӗлкӗрнӗ. Куракансене çак кун София Чаркина «Асамат кӗперӗ» юрра парнелерӗ, Тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ, Тутарстанпа Чăваш Ен чемпионӗ Егор Елисеев ката кăтартрӗ. «Асамат» ушкăн хӗрӗсем çӗнӗ ташăпа паллаштарчӗç.

Сильвия Чаркина килнисене пурне те хăйсен ачисене шкула илсе килме ыйтрӗ. Паллă ӗнтӗ, нумайăшӗ тăван чӗлхене килте вӗрентмест. Сăлтавӗсем кашнин хăйӗн. Ку чухне, ман шутпа, ашшӗ-амăшӗсемпе çутӗç калаçăвӗсем ирттерни усăллă пулӗ. 25-35 çулсенчи ашшӗ-амăшӗсем хăйсем те-ха чӗлхе кирлӗлӗхне пит ăнланса илеймеççӗ. Урăхла пулсан, ачисене вӗрентесси пирки ыйту çуралмӗччӗ. Культура, истори пирки кăшт та пулин пӗлниех тăван халăхпа мăнаçланас туйăма вăратать. Çавăнпа çӳремелле вырсарни шкулне: вырăнӗ лайăх, илемлӗ, хăтлă, ачасем валли мӗн кирлӗ - йăлт пур.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: