Сувар

Ял çамрăкӗсен форумӗ

Май уйăхӗнче Хусанта «Çамрăксем, Ял. АПК» Халăхсем хушшинчи ял çамрăкӗсен форумӗ иртет. Форум май уйăхӗн 11-мӗшӗнче кӗçнерникун ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствинче (Çӗр ӗçченӗсен керменӗнче, Федосеевская урамӗ, 36 çурт) уçăлать. Пуху 15:00 сехетре пуçланӗ. Хисеплӗ хăнасем хушшинче ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министрӗ М.Г. Ахметов, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата...

Май уйăхӗнче Хусанта «Çамрăксем, Ял. АПК» Халăхсем хушшинчи ял çамрăкӗсен форумӗ иртет. Форум май уйăхӗн 11-мӗшӗнче кӗçнерникун ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствинче (Çӗр ӗçченӗсен керменӗнче, Федосеевская урамӗ, 36 çурт) уçăлать. Пуху 15:00 сехетре пуçланӗ.

Хисеплӗ хăнасем хушшинче ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министрӗ М.Г. Ахметов, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ В.А. Леонов тата ыттисем те пулӗç. Форум лартнă тӗллевӗсен шутӗнче пӗр-пӗрин ӗç опычӗпе паллашни, ялти кăткăс ыйтусене татса парас çулсене шырасси, ялти пурнăçа лайăхлатасси тата ытти те. Профориентаци, аграри профессийӗсен престижӗ çинчен те сăмах хускатӗç ял çамрăкӗсем. Социаллă пӗлтерӗшлӗ проектсемпе мастер-классем иртӗç. Республика хăнисене Тутарстанри паллă экскурси вырăнӗсемпе паллаштарнăсăр пуçне этноялсене илсе кайса кăтартӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: