Сувар

Ырантан – апрель

Апрель - çуркуннен иккӗмӗш уйăхӗ, çутçанталăк вăранать. Çурхи шыв каять. Вăл мартран сивӗ, майран ăшă мар тенӗ ӗлӗк­рен. 1-мӗшӗ - çак кун мӗнле çанталăк, октябрӗн 1-мӗшӗ çапла пулать. 2-мӗшӗ - çумăр çусан кăмпа ăнса пулать. Çак кун пусăри шыв нихçанхинчен сиплӗрех теççӗ. 3-мӗшӗ - аслати авăтсан тухăç аван пулать. Хурăн...

Апрель - çуркуннен иккӗмӗш уйăхӗ, çутçанталăк вăранать. Çурхи шыв каять. Вăл мартран сивӗ, майран ăшă мар тенӗ ӗлӗк­рен.

1-мӗшӗ - çак кун мӗнле çанталăк, октябрӗн 1-мӗшӗ çапла пулать.

2-мӗшӗ - çумăр çусан кăмпа ăнса пулать. Çак кун пусăри шыв нихçанхинчен сиплӗрех теççӗ.

3-мӗшӗ - аслати авăтсан тухăç аван пулать. Хурăн сӗткенӗ вăйлă пулсан çулла йӗпе-сапа килет.

4-мӗшӗ - хӗвел тухнă чух ун тавра çаврашкасем пур-тăк - тухăç ăнса пулать.

5-мӗшӗ - кăнтăрла ăшă, каçхине тăм ӳксен - уйăхӗпех лайăх çанталăк тăрать. Çак кун кил-çурта тирпейлесен аван.

6-мӗшӗ - çӗрле ăшă пулсан çуркунне ир килет. Ӗлӗк Пăлхавăшни умӗнхи каç урама йӗпе алшăлли çакнă. Ирччен типсен - лайăх тухăçа, типеймесен çăвӗпех çумăрлă çанталăк тăнине кура тухăç пулманнине пӗлтернӗ.

7-мӗшӗ - Пăлхавăшни. Çак кун курак та йăва çавăрмасть. Ӗç туни - пысăк çылăх. Çа­вăн­па нимӗнле ӗç те пуçлама юрамасть. Çак кун хӗвеллӗ, ăшă-тăк - лайăх çуллана, пуян тухăçа. Çумăр çусан - ыраш ăнса çитӗнет тата кăмпа нумай пулать. Пăлхавăшни хыççăн пахча ӗçӗсем пуçланаççӗ. Енчен те пӳрт тăррисенче юр выр­тать-тӗк - хирти май уйăхӗн 6-мӗшӗчченех ирӗлмест. Аслати авăтсан çулла ăшă килет, мăйăр нумай пулать. Çак кун тӗлне чӗкеçсем вӗçсе килмен пулсан, çуркунне сивӗ килет. Çанталăк çиллӗ, тӗтреллӗ-тӗк - пысăк ту­хăçа. Пăлхавăшнине мӗнле ирттеретӗн, çулталăк çавăн пек иртет тенӗ ӗлӗкрен. Çак кун мӗнле çанталăк тăрать, Мăнкун эрни çапла пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: