Сувар

Ырри патне çитермест

Ачасене шкулта тăван чӗлхене вӗрентес ыйтăва татса пама ашшӗ-амăшне шанса пани калама çук пысăк йăнăш пулнине тавçăрма чӗлхеçӗ пулмалла мар. Мӗншӗн тесен чӗлхене манни несӗлсемпе çыхăнăва татнипе танах. Çакна ăнланăпăр-ха, анчах ытла кая юлса. РФ Патшалăх Думине апрелӗн 10-мӗшӗнче тăратнă «Тăван чӗлхене хăй ирӗкӗпе вӗрентмелли çинчен» закон проектне ӗнер, апрелӗн...

Ачасене шкулта тăван чӗлхене вӗрентес ыйтăва татса пама ашшӗ-амăшне шанса пани калама çук пысăк йăнăш пулнине тавçăрма чӗлхеçӗ пулмалла мар. Мӗншӗн тесен чӗлхене манни несӗлсемпе çыхăнăва татнипе танах. Çакна ăнланăпăр-ха, анчах ытла кая юлса. РФ Патшалăх Думине апрелӗн 10-мӗшӗнче тăратнă «Тăван чӗлхене хăй ирӗкӗпе вӗрентмелли çинчен» закон проектне ӗнер, апрелӗн 25-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче хӗрӳ сӳтсе яврӗç. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин та хăйӗн вирлӗ сăмахӗнче тăван чӗлхене хăйсен ирӗкӗпе кăна вӗрентни ырри патне илсе çитерменнине каларӗ. Ун патне юлашки икӗ эрнере чăвашсем çак ыйтупа вӗçӗмсӗр шăнкăравлаççӗ-мӗн.

«Ку вăл вӗçӗмсӗр шăнкăравсем, уйрăм калаçусем. Вӗсем пурте РФ Патшалăх Думине тăратнă çӗнӗ закон проекчӗпе çыхăннă. Çынсем хăйсен чӗлхин малашлăхӗшӗн пăшăрханаççӗ. Йăхташсем çӗнӗ закон проекчӗн сӗмне, ырă мар тӗллевне ăнланаççӗ. Пирӗншӗн чӗлхе вăл - халăхăн пысăк пуянлăхне: культурине, йăли-йӗркине пулас ăрусене памалли мел.

Пурне те хальччен тивӗçтернӗ, наци малашлăхӗшӗн лăпкă пулнă. Кама чăрмантарать ку? Мӗншӗн пиртен тăван чӗлхене туртса илесшӗн? Эпир ăнланмастпăр. Çакăн пекех ыйтусем мана ӗçтешсем те параççӗ. Мӗнле лăплантармалла вӗсене? Хамăн йăхташсен тата ытти наци представителӗсен шухăшне çитеретӗп: ку закон проекчӗ ырри патне çитермест. Патшалăх Канашӗ кун çине çирӗппӗн «çук» тесе хурав памалла»,- терӗ вăл.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: