Сувар

Юлташăмăра асăнса ...

ТР Чăваш наципе культура автономийӗ пысăк çухату тӳсрӗ: кăçалхи январӗн 12-мӗшӗнче, чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 84 çула кайса Тутарстанри чăваш обществин активисчӗ, «Сувар» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе, çав шутра вырăслисемпе те тачă çыхăну тытнă Алексей Емельянович НИКИФОРОВ вилсе кайрӗ. А.Никифоров 1934 çулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ...

ТР Чăваш наципе культура автономийӗ пысăк çухату тӳсрӗ: кăçалхи январӗн 12-мӗшӗнче, чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 84 çула кайса Тутарстанри чăваш обществин активисчӗ, «Сувар» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе, çав шутра вырăслисемпе те тачă çыхăну тытнă Алексей Емельянович НИКИФОРОВ вилсе кайрӗ.

А.Никифоров 1934 çулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан (1952), Хусанти С.М.Киров ячӗллӗ химипе технологи институтӗнчен (1957), аспирантурăран (1964), вӗренсе тухнă. Хусанти химипе технологи институтӗнче технолог, сăнав станцийӗн лабораторийӗн заведующийӗ (1957-1959), вунă çул ăслăлăх кӗçӗн сотрудникӗ тата ассистент, 1969 çултанпа хими хытă япалисен технологийӗн кафедрин доценчӗ пулса ӗçленӗ.

Тутарстан профсоюз обкомӗн штатра тăман техника инспекторӗ (1957-1971), СССР Министрсен Совечӗ çумӗнчи ВПК Ведомствăсен хушшинчи координаци канашӗн стабильлӗх енӗпе ӗçлекен яланхи комисси членӗ пулнă.

Тутарстанра республикăри чăваш хаçатне çӗнӗрен кăларма тытăнассине йӗркелекенсенчен пӗри. Чăваш халăхӗн историйӗ, культурипе чӗлхин ыйтăвӗсемпе пичетленнӗ 100 ытла статьян, 16 вӗренӳ кӗнекипе методика пособийӗн, 300 ытла наука ӗçӗн, 21 изобретени авторӗ. Ăна медальсемпе, ВЦСПСăн «Профсоюзри хастар ӗçшӗн» паллипе наградăланă.

Алексей Емельянович Никифоровăн çутă сăнарӗ пирӗн чӗрере ӗмӗр упранӗ.

Юлташӗсен ушкăнӗ, Хусанти наци тӗпчев технологи университечӗн ТТХВ кафедрин коллективӗ, ТР ЧНКА, «Сувар» хаçат редакцийӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: