Сувар

« Юлташран» юлташала пулăшу кӗтеççӗ

( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Самар облаçӗнче чăваш ертӳçисен «Юлташ» пӗрлешӗвне йӗркеленине пӗлтӗмӗр. Ку вăл наципе культура ӗçӗнче тăрăшакансене пулăшса пыракан фонд евӗр ӗçлекен организаци. Мӗншӗн тесен хальхи вăхăтра влаçрисем енчен чăваш ансамблӗсене ытлашши пулăшсах каймаççӗ кунта. Ăçта та пулин фестивале каймалла пулсан, транспорт ыйтăвӗ ансамбль ертӳçин хулпуççи çине тиенет....

( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Самар облаçӗнче чăваш ертӳçисен «Юлташ» пӗрлешӗвне йӗркеленине пӗлтӗмӗр. Ку вăл наципе культура ӗçӗнче тăрăшакансене пулăшса пыракан фонд евӗр ӗçлекен организаци. Мӗншӗн тесен хальхи вăхăтра влаçрисем енчен чăваш ансамблӗсене ытлашши пулăшсах каймаççӗ кунта. Ăçта та пулин фестивале каймалла пулсан, транспорт ыйтăвӗ ансамбль ертӳçин хулпуççи çине тиенет. Самар облаçӗнчи чăваш хаçатне кăларас ӗç те ав чăхăмлама пуçланă. Çавăнпа та «Юлташран» малашне юлташла пулăшу илессе шанăç пур.

«Чӳклемери» концерт номерӗсен ассортименчӗ пуянччӗ. Самар тăрăхӗнче Тутарстанри «Чӗкеçпе» «Шăпчăка» конкуренци пама пултаракан ансамбльсем сахал мар кунта. Анатри чăвашсен уяв тумне тăхăннă çынсем вирьял юррисемпе ним мар ташлама пултараççӗ. Фольклор ансамблӗсен пултарулăхне эпир пысăка хурса хакларăмăр. Вӗсем çулсерен Нурлатри «Уявăн» илемӗ пулса тăраççӗ. Регионсенчи чăвашсем малашне те пӗр-пӗринпе тачă çыхăнса ӗçлессе шанас килет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: