Сувар

Юнеско списокне Сӗвеш (Свияжск) хули те кӗрӗ

ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх списокне Тутарстанри Сӗвеш хулине те кӗртме пултарççӗ тесе пӗлтерет РИА Новости. Çулла Краковра ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх комитечӗн черетлӗ ларăвӗ иртет. Çав ларура икӗ çӗнӗ заявка пăсха тухаççӗ: Сӗвеш хули тата Раççейпе Монголин проекчӗ "Ландшафты Даурии". Аса илтеретпӗр, Сӗвеш хули Тутарстан Республикинче Ешӗлвар районче Атăлпа Сӗве...

ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх списокне Тутарстанри Сӗвеш хулине те кӗртме пултарççӗ тесе пӗлтерет РИА Новости. Çулла Краковра ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх комитечӗн черетлӗ ларăвӗ иртет. Çав ларура икӗ çӗнӗ заявка пăсха тухаççӗ: Сӗвеш хули тата Раççейпе Монголин проекчӗ "Ландшафты Даурии".

Аса илтеретпӗр, Сӗвеш хули Тутарстан Республикинче Ешӗлвар районче Атăлпа Сӗве юханшывӗсем пӗрлешнӗ тӗлте вырнаçнă. Яла чăвашсем никӗсленӗ тесе калакан историксем те пур. 1551 çулта май уйăхӗнче Хаяр иван Хусана тапăннă вăхăтра кунта керменсем, чиркӳсем тунă. Хальлӗхе Сӗвеш хули Тутарстанри паллă туризм объекчӗ шутланать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: