Сувар

Юрий Артемьев: «Ăслă çын критикăна йышăнать»

Юрий Михайлович Артемьев 1941 çулхи январӗн 30-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Канаш районӗнче çуралнă. В.И.Ленин ячӗллӗ Хусан патшалăх университетӗнче, историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ (1969). М.Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институтӗнче аспирантура пӗтернӗ. Филологи наукисен кандидачӗ ученăй степене «Чăваш литературинче социализмла реализм йӗркеленни» диссертацие хӳтӗлесе илнӗ (1977). Филологи наукисен докторӗ ята «Çутӗç тата чăваш...

Юрий Михайлович Артемьев 1941 çулхи январӗн 30-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Канаш районӗнче çуралнă. В.И.Ленин ячӗллӗ Хусан патшалăх университетӗнче, историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ (1969). М.Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институтӗнче аспирантура пӗтернӗ. Филологи наукисен кандидачӗ ученăй степене «Чăваш литературинче социализмла реализм йӗркеленни» диссертацие хӳтӗлесе илнӗ (1977). Филологи наукисен докторӗ ята «Çутӗç тата чăваш литературин аталанăвӗ» диссертаци çырса тивӗçнӗ (1993).
Унăн пурнăçӗ творчествăпа тачă çыхăннă. Наука интересӗсен сфери анлă та философилле тарăн: чăваш тата вырăс литературисен çыхăнăвне, чăваш литературин аталанăвне, ун çине тӗн, философи, культура еплерех витӗм кӳнине, хальхи литературăн аталану процесӗсене тӗпчет.
Юрий Михайлович наука тата литература критикипе, литературăпа культурăпа çыхăннă 300 яхăн публицистикăлла ӗç çырнă, нумай кӗнекесемпе вӗрентӳ пособийӗсен авторӗ. Тӗп ӗçӗсем шутне «Начало века», «Страсть к полемике», «Чувашская литература на рубеже двух веков», «За правду жизни и выразительность образов», «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» кӗнекесене кӗртмелле.

Хальхи литература пирки калас пулсан, филологсемпе литература критикӗсенчен час-часах вăл шӗвелни пирки илтме пулать. Тӗрӗсех, çыракансем нумай, анчах пысăк талантлисем шутлă. Пӗр енчен, ку йӗркеллӗ лару-тăру. Çырма юратакансем хуть хăш вăхăтра та нумай пулнă, Пушкин вăхăтӗнче те, Достоевский вăхăтӗнче те вӗсем хăйсем кăна пулман. Вӗсен ячӗсем литературăна ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнă пулсан, ыттисен ӗçӗсем пӗр кунлăх лӗпӗш пек вăхăт цензуринчен иртеймен, классикăна кӗрсе юлман. Чăваш литератури те çав йӗркепех аталанса пырать. «Вăт, пăхăр-ха, еплерех çырнă Иванов, Çеçпӗл, Хусанкай. Паян вӗсен шайӗнче çыракан сахал», - тенине час-часах илтме пулать. Чăвашсем хушшинче çырма кăмăллакансем, чăнах та, йышлă.

Вăйпа çыртарма пăрахтараймăн вӗсене тата кирлӗ те мар, çырччӗрех. Тепӗр енчен, илемлӗ литература патне ăнтăлни япăх мар. Ку никама та халиччен начар туман-ха. Анчах кашни çырнинех литература хайлавӗ теме пулать-ши? Акă вăл тӗп ыйту. Вӗсем литературăна çӳпӗлеççӗ тесе мăкăртатакансем те пайтах. Çапла, проблема çине ку енчен те пăхма пулать. Тӗрӗсех, литературăна паха хайлавсемпе аталантармалла. Объективлă критика пулмалла. Шел, ăна пурте йышăнма пӗлмеççӗ. Критикăна шута илекен хăй йăнăшӗсене курса аталанма тăрăшать. Повесть е роман çырас тесен, паллах, пысăк талант кирлӗ, сăмах ăсталăхӗ кăна çителӗксӗр. Пурнăç опычӗ пуян, тавракурăм анлă пулмалла, этем психологине те пӗлмелле, историе те, тӗнчери, çӗршыври лару-тăрăва та чухламалла, çӗнӗлӗхсенчен те юлса пымалла мар, суйласа илнӗ темăна тӗпрен пӗлмелле, пӗлӗве пур енлӗн аталантармалла. Промышленность пирки çыратăн-и, уçлăх е мода çинчен, малтан çак сферăсене тӗпчемелле, вак-тӗвек таранчченех, специалистсемпе канашламалла. Унсăрăн çырнă материал йӳнӗ те çӳпӗллӗ пулса тухать, вулакан ăна шанмасть, хайлав илемлӗ литературăна кӗрсе юласси пирки ӗмӗтленмелле те мар. Çавăнпа тепӗр хут çирӗплететӗп, çыравçăпа критикăн алла-аллăн ӗçлесе пымалла. Тӗрӗс те объективлă критикăна ăслă çыравçă ăнланса йышăнатех.
Кун пирки нумай пулмасть эпир чăваш литературин паллă критикӗпе, литература тӗпчевçипе, филологи наукисен докторӗпе Юрий Михайлович Артемьевпа та калаçрăмăр. Унпа Элкел районӗнчи Пасарлă Матакра Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне палăртнă чухне паллашрăмăр. Паллах, мана критик паянхи литература аталанăвӗ пирки мӗн шутлани интереслентерчӗ. Юрий Михайлович та калаçма хирӗç пулмарӗ. Мероприяти Петӗр Хусанкайпа çыхăннине кура, малтанласа ун пирки шухăшӗсене пӗлтерчӗ.
- Хусанкай таланчӗн çăлкуçӗ вăл, паллах, Сиктӗрмере. Çутçанталăк панă таланта вăл кунта сăрăхтарса илнӗ. Кайран, тӗнчене тухса пынă май, пӗтӗм тӗнче культурине ăша илсе çӗкленсе-çӗкленсе пынă. Тӗслӗхе илнӗ çыравçăсен шайне çитнӗ. Петӗр Хусанкай тӗрлӗ енлӗ çын пулнă. Вăл прозăпа та ӗçленӗ, романсем те, поэмăсем те çырнă, анчах унăн чи вăйлă енӗ - философилле поэзи, çавăнта унăн чи хăватлă вăйӗ. Ку Хусанкай 1930 çулсенче пуçланă «Тилли юррисенче» питӗ лайăх курăнать. Каярах çырнă «Магнит ту» та, «Поэтпа миссионер» тата ыттисем те, ман шутпа, «Тилли юррисемпе» танлашаймаççӗ. Вăл шедевр, ăна нимпе танлаштарма çук. «Тилли юррисемпе» вăл Омар Хайям, Саади шайне çитнӗ. Петӗр Хусанкай вăл Константин Ивановпа Çеçпӗл Мишши хыççăн виççӗмӗш пырать, - терӗ Юрий Артемьев хăй шухăшӗсене уçса.
Паянхи çыравçăсем, чăваш литератури мӗне пула ăшăхланса кайни пирки те шухăшӗсене пӗр пытармасăр каларӗ.
- Маларах асăннă поэтсемпе писательсен таланчӗ Турăран. Кашни утăмра тӗл пулма çук ун пеккисене. Вырăссен сăмахӗпе каласан, «штучный» е «эксклюзив» вăл. Çыракан çынсем хушшинче темли те пур. Çав тери талантлисем нумай мар. Чухрах, самай талантлисем пур, вăтам çыракансем пур, пач пултарусăррисем те. Пурте çыраççӗ, хăйсен укçипе кӗнеке кăларма пултараççӗ. Тепӗр енӗ те пур - кашни çыракан çын хăйне вулакана тупатех. Хăйӗн шайӗнчи вулакана. Пултаруллă çын хăй пеккине шырать, ăна пултаруллă кӗнеке кирлӗ. Талантлă писатель вулакансен аудиторине паха кӗнекепе тивӗçтерме, ăна шухăшлаттарма тăрăшать. Вулакансен аудиторийӗ паян пайланнă, çыракансенчен никам та çăкăрсăр юлмасть. Çырма нимле закон та кирлӗ мар, хăйне май питӗ интереслӗ йӗркеленсе пырать вара. Пултаруллă писатель çӗршер çынна хăй шайне пӗр сантиметр та пулин çӗклеме тăрăшать. Пултарусăрри чи аялти шая анать. Ăна вулакансем вара: «О, ку пире валли апат», - тесе хапăлласах йышăнаççӗ. Диван çинче выртса вуламалли шай. Бездарьсем, урăхла каласан. Çавăнпа литература критики кирлӗ. Мӗншӗн-ха? Литература хуçалăхне йӗркелесе, тирпейлесе пыракан çук пулсан аталану пулмасть. Унта çӳп-çап, вăл сапаланчăк, япаласем кирлӗ вырăнта мар. Çавна сăнаса тăракан кирлӗ. Лайăх критика вăл вулакансене те кирлӗ. Писательсене вара, сăмахсăрах, усă парать. Çитменлӗхӗсене нумайăшӗ туймаççӗ, курмаççӗ. Ăслă çын критикăна йышăнать, пултарусăррисем вара çав тери йывăррăн йышăнаççӗ. Вӗсем тарăхса, мăртăхса çӳреççӗ, кураймаççӗ. Вăт çавăнта палăрать пултарусăр çын. Ăслă çын нихăçан та кӗске турталлă пулмасть, асăрханса, алласа хăйне кирлине суйласа илет. Хӗвре чул тытса çӳремест, - терӗ Юрий Михайлович.
Хаçатра ӗçленӗ май, Юрий Михайловичран вăл паянхи массăлла хыпар хатӗрсен чӗлхи пирки мӗн шутлани те интереслентерчӗ.
- Питӗ кăмăлсăр эпӗ, - те­рӗ вăл сăмаха пат татса. - Ха­çат-журналсен чӗлхи питӗ чухăнланса пырать. Тирпейсӗр ӗçлетпӗр. Ку хамăр институтсенче те çапларах кăна вӗрентнинчен килет пулӗ. Вăхăчӗ те тиркевсӗр кайрӗ пулмалла, йăлт каять. Эпир темле, тухатланă унка лекнӗ тейӗн. Вӗрентме илсе студентсене тивӗçлӗ вӗрентейместпӗр, вӗсем вара çапларах кăна ӗçлеççӗ. Çак лару-тăрăва эпир наци пичетӗнче кăна мар, çӗршывӗпех куратпăр.
Литература патне таврăнас пулсан, вăл чун апачӗ. Мӗн тума кирлӗ-ха вăл çынна? Вăл çынна илеме туйма вӗрентет. Нумайăшӗн çак туйăм мăка, примитивлă. Мораль енчен ырăпа усала уйăрма вӗрентет. Ак «Нарспие» илер. Сăмахран, сцена çинче Нарспин трагедине курса ларатпăр. Мӗнлерех-ха вăл чуна кисретсе куççуль кăларттарать? Вулакан е куракан çав самантра çӗнелет. «Ăслă пулмалла, шухăшла пӗлмелле», - тесе мораль вуланипе çынна вӗрентейместӗн. Куçпа курса е вуласа ăша хывни кăна çынна лайăх енне улшăнма пулăшать. Катарсис тенӗ ун пирки Аристотель. Чун куççулӗ сăрхăнса тухсан тин çын çӗнелет, тӗнче çине урăх куçпа пăхма, илеме туйма тытăнать, çынна шеллеме, хӗрхенме вӗренет, ыррине курма тăрăшать. Литература çынна усалланма чарса тӗнче çине урăхла пăхма вӗрентет. Кӗвӗçӳ, курайманлăх туйăмӗсем хыçалтан çӗлен пек шуса кӗме пултараççӗ, литература çак туйăмсемшӗн чун алăкне хупма пулăшать. Ун чухне çын инкекрен хăтăлса юлать. Çакна вӗрентекен çынсем нумай мар вӗсем, - тесе пӗтӗмлетрӗ шухăшӗсене Юрий Михайлович.
Шел, унпа нумай калаçма май пулмарӗ. Мӗнле утăмсем тăваççӗ паян литераторсем чăваш литературине хальхи çӳллӗ шая кăларас тӗлӗшпе? Чăваш писателӗсен союзӗ темиçе пулни еплерех витӗм кӳрет ун аталанăвне? Лайăх-и ку е начар? Ыйтусем нумай юлчӗç. Апла пулсан тепӗр тӗлпулу пулатех.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: