Сувар

28-мӗш чунçӳрев Казахстана!

Июлӗн 2-мӗшӗнче чăвашсем Шупашкартан автобуссемпе 28-мӗш чунçӳреве тухаççӗ, тесе пӗлтерчӗ ЧР Кинематографисчӗсен союзӗн ертӳçи, чăваш несӗлӗсем авал пурăннă вырăнсене чунçӳрев йӗркелӳçи Олег Цыпленков. Кăçалхи маршрут: Шупашкар - Чӗмпӗр - В.Игнашкино - Актюбинск - Аральск - Кызыл Орда - Туркестан - Чимкент - Мон Булак. Хальхинче чунçӳревçӗсем Хӗвеланăç Тӗрӗк Каганачӗн 6-7-мӗш...

Июлӗн 2-мӗшӗнче чăвашсем Шупашкартан автобуссемпе 28-мӗш чунçӳреве тухаççӗ, тесе пӗлтерчӗ ЧР Кинематографисчӗсен союзӗн ертӳçи, чăваш несӗлӗсем авал пурăннă вырăнсене чунçӳрев йӗркелӳçи Олег Цыпленков. Кăçалхи маршрут: Шупашкар - Чӗмпӗр - В.Игнашкино - Актюбинск - Аральск - Кызыл Орда - Туркестан - Чимкент - Мон Булак.

Хальхинче чунçӳревçӗсем Хӗвеланăç Тӗрӗк Каганачӗн 6-7-мӗш ӗмӗрсенче пулнă тӗп хулисенчен пӗрне, Дуло йăхӗн çар пуçӗ тăнă вырăна çитсе килеççӗ. Вăл Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ умӗнхи штабӗ, пăлхар-чăвашсен несӗлӗ шутланать. Тӗп хули хальхи Кăнтăр Казахстан облаçӗн территорийӗнче вырнаçнă. Тӗпчевçӗсем ӗнентернӗ тăрăх, Хӗвеланăç Тӗрӗк Каганачӗн официаллă чӗлхи огур (пăлхар) ушкăнӗнчи. Çак ушкăнăн паянхи кунччен упраннă пӗртен-пӗр представителӗ вăл чăваш (пăлхар) чӗлхи! Кăмăл пуррисем, чунçӳреве хутшăнăр! Чунçӳрев хакӗ аслисем валли - 10 пин, студентсем валли 5 пин тенкӗ.

Реклама

Сăмах май, çитес çулсенче Францие, Атиллăна вăхăтлăха тытса чарнă Каталун хирӗсене (Труа хули çывăхӗ), çаплах Венгрие, Атиллăн штабӗ пулнă вырăна, чӳнçӳревсем йӗркелес шухăш пур.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон: 89276679323 ( Олег Цыпленков).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: