Сувар

г. Казань

ЧНКА хыпарӗсем

Эй, пӗчӗкçӗ чăваш, кăтарт хăвна!

Февралӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш - 2018» видеоконкурс ирттерет. Конкурса йӗркелесе ирттерме пулăшакансен йышӗнче - Атнер Хусанкай ӑсчах тата Николай Ишентей сӑвӑҫ. Ачасен пултарулăхне 7 номинацире хаклӗç: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча сӑввисем» (шкул ҫулне ҫитменнисем валли); «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча вӑййисем»; «Эпӗ...

Февралӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш - 2018» видеоконкурс ирттерет. Конкурса йӗркелесе ирттерме пулăшакансен йышӗнче - Атнер Хусанкай ӑсчах тата Николай Ишентей сӑвӑҫ.

Ачасен пултарулăхне 7 номинацире хаклӗç: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча сӑввисем» (шкул ҫулне ҫитменнисем валли); «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча вӑййисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча юррисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: пуҫламӑш класс сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Митта Ваҫлей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Николай Ишентей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: чи лайӑх видео».

Сӑвӑ вулакансен http://pecekse.chuvash.orgсайтра регистрациленмелле, ӳкермелли хайлава суйласа илмелле. Юрлакансен уйрӑм майпа ҫырӑнмалла - хӑйсен заявленийӗсене вӗсен civhim2@yandex.ru электронлă адреспа ярса памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев