Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

100 çулти театр тинех музей уçать

Чăваш тӗнчишӗн ыран паллă кун, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ 100 çул тултарать. Юбилее халалласа нумай мероприяти ирттерме палăртнă, вӗсенчен пӗри - музей уçасси. Пӗр шутласан, театрăн халăха хăйӗн историйӗ пирки каласа памалли те, кăтартмалли те нумай, çитменнине ку театра халăх яланах юратнă, юратать те, анчах музей уçма...

Чăваш тӗнчишӗн ыран паллă кун, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ 100 çул тултарать. Юбилее халалласа нумай мероприяти ирттерме палăртнă, вӗсенчен пӗри - музей уçасси. Пӗр шутласан, театрăн халăха хăйӗн историйӗ пирки каласа памалли те, кăтартмалли те нумай, çитменнине ку театра халăх яланах юратнă, юратать те, анчах музей уçма хальччен те алă çитмен, те майӗ пулман.

Акă тинех театр хăйӗн 100 çулӗ тӗлне музей уçма хатӗрленет.

«Театрăн тӗп режиссерӗ, СССР халăх артисчӗ Валерий Яковлев ун пирки тахçанах ӗмӗтленнӗ. Театр çуртӗнче музей ӗçне йӗркелесе яма вăй çитернӗ пушкăртсене, тутарсене ăмсаннине пытармасть вăл. Тинех чăваш кураканӗ те музейри экспонатсем тăрăх театрăн кун-çулне йӗрлеме пултарӗ. Унта - архиври сăнӳкерчӗксем, илемлӗ афишăсем, реквизитсем, парнесем. Валерий Яковлевăн Ылтăн маски валли те вырăн уйăрнă. «Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчех «Хура çăкăр» спектакль валли асаттен çавра хăйрине, асаннен çип арламалли урапине илсе килнӗччӗ. «Юнлă туйри» ал арманӗ те, «Кай, кай Ивана» ӗçри шăнкăравсем те музейре упранӗç», - калаçăва тăсать Валерий Николаевич. Музей ӗçне йӗркелесе тăмашкăн ятарлă çынна çитес вăхăтрах ӗçе илесшӗн», - пӗлтерет «Хыпар» хаçат.

Музейри экспонатсемпе çитес эрнери ытларикунран, кăрлач уйăхӗн 30-мӗшӗнчен, паллашма май пулӗ. (Сăнӳкерчӗк gov.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев