Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ачасен сочиненийĕнчен: «Ман ялта юрату çитмест...»

ЧĂВАШ Çӗпрел ялӗ, паллах, питӗ туслă ял, анчах ман шухăшпа, пирӗн яла юрату, пӗр-пӗрне ăнланни çитеймест. Унсăр пуçне, пирӗн çамрăк ăру ытларах компьютер умӗнче ларать. Эпӗ шутланă тăрăх, пирӗн ялти ачасене ытларах искусство тата культура енӗпе вӗрентмелле. Тасалăх та çитмест пирӗн яла. Ялти çынсем урама çӳп-çап пăрахаççӗ, кайран ăна пуçтармаççӗ....

ЧĂВАШ Çӗпрел ялӗ, паллах, питӗ туслă ял, анчах ман шухăшпа, пирӗн яла юрату, пӗр-пӗрне ăнланни çитеймест. Унсăр пуçне, пирӗн çамрăк ăру ытларах компьютер умӗнче ларать. Эпӗ шутланă тăрăх, пирӗн ялти ачасене ытларах искусство тата культура енӗпе вӗрентмелле. Тасалăх та çитмест пирӗн яла. Ялти çынсем урама çӳп-çап пăрахаççӗ, кайран ăна пуçтармаççӗ. Йывăçсем нумайрах лартсан экологи те аванрах пулӗччӗ.

Марина К., Çӗпрел районӗ.

Эпӗ Кивӗ Пăрăнтăк ялӗнчен. Манăн ялта мӗнле-тӗр пысăк завод, лавккасем çитмеççӗ. Завод пулсан тем те кăларма пулать, пысăк лавккасене çынсем çӳрӗç. Тата пирӗн ялта ача сачӗ пулсан аван, шкула хупнă хыççăн çӗнӗрен уçмалла. Пирӗн ялта паллă çуртсем пур: XVIII ӗмӗрти чиркӳ, И.Я. Яковлев вӗреннӗ икӗ хутлă шкул. Вӗсене юсасан аван пулмалла. Ялти художниксен, Сермягинпа Лизукован, асăну хăмисене уçмалла. Тата театрпа музей çитмеççӗ.

Серебрина Я., Пăва районӗ.

Эпӗ Тури Качаел ялӗнче çуралнă. Мана питӗ килӗшет хамăр ял. Клуб кивӗрех те. Çапах ман шутпа, яла музейсемпе больницасем питех кирлӗ мар, кирлӗ колхоз пекки. Пӗлӳ илеймен çынсем ӗçлеме пултарччăр унта. Хальхи вăхăтра нумай çын ӗçсӗр ларать.

Вадим. Т., Элкел районӗ.

Эпӗ Чăваш Пимӗрсел ялӗнче пу­рăнатăп. Пимӗрсел ялӗ Тăхăрьял шутне кӗрет. Пирӗн ялта паллă вырăн нумай. Çырма патӗнче Киремет пур. Унта ӗлӗк турăсене хисеплесе чӗрчунсен чунӗсене пама тивнӗ. Пирӗн ялта вăрçă вăхăтӗнче ача çурчӗ пулнă. Халӗ ун вырăнне шкул уçрӗç, пиллӗкмӗш класчен вӗренмелле турӗç. Халӗ эпӗ Пӳркел шкулне вӗренме çӳретӗп.

Пирӗн яла асфальт сармалла. Унта вак чул сарнăччӗ те-ха, анчах ун тăрăх çӳреме килӗшмест. Тархасшăн, çул туса парăр! Ялта спорт секцийӗсем уçсан пирӗн ялсем Олимп резервне кӗме те пултараççӗ.

Ятне çырман. Пăва районӗ.

Манăн ял Черккӗн ятлă. Вăл чăваш ялӗ, анчах та унта тӗрлӗ тӗн çыннисем пурăнаççӗ. Вӗсем питӗ туслă, пӗр-пӗрне пулăшаççӗ. Ача-пăчасем те тутарпа чăваша уйăрмаççӗ, пӗрле выляççӗ. Пирӗн ялта веçех çитет.

Ятне çырман. Апас районӗ.

Ку проблема пирки нумайччен шутлама пулать. Кашниех хăйӗн ял аталанăвне хăйӗнле курать. Хăшӗ-пӗри инновацисемпе технологисем патне туртăнать. Ман шутпа, ку тӗрӗсех мар. Ял ӗлӗк-авалтан чӗрӗ çутçанталăк ытамӗнче пулнă. Манăн хамăр яла экологи енчен таса тăвас килет, кунта ялан уçă сывлăш пултăр, таса урамсем. Ял çыннисем çӗр ӗçӗпе аппаланччăр.

Тӗрӗссине каласан, экологи лару-тăрăвӗ çӳллӗ шайрах мар çав. Обществăлла ӗçе явăçтаракан организаторсем çитмеççӗ.

Çакна та палăртмалла: клуб, библиотека, шкул та кӳршӗ ялта вырнаçнă. Икӗ ял хушшинче пысăках мар çырма пур. Пирӗн ял çыннисен кашни кун çав çырма урлă кивӗ кӗперпе каçма тивет. Каçхине каçас пулсан унта çутă та çук. Ку пирӗн ялăн «чирлӗ» вырăнӗ.

Ятне çырман. Элкел районӗ,

Тутар Шапки.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев