Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Апрель. Халăх календарӗ.

Апрель - çуркуннен иккӗмӗш уйăхӗ, çутçанталăк хӗл ыйхинчен вăранать. 8-мӗшӗ - çак кун сивӗ çил вӗрсен çулла сивӗ пулать, ăшши вӗрсен - шăрăха. Паянхи кун мӗнле - уйăхӗпех çапла пулать. 9-мӗшӗ - кунӗпех хирте тӗтре тăрсан тухăç пысăк пуласса кӗтмелле. 10-мӗшӗ - чакак йывăçăн аял­­ти турачӗсем çинче йăва çавăрсан çулла...

Апрель - çуркуннен иккӗмӗш уйăхӗ, çутçанталăк хӗл ыйхинчен вăранать.

8-мӗшӗ - çак кун сивӗ çил вӗрсен çулла сивӗ пулать, ăшши вӗрсен - шăрăха. Паянхи кун мӗнле - уйăхӗпех çапла пулать.

9-мӗшӗ - кунӗпех хирте тӗтре тăрсан тухăç пысăк пуласса кӗтмелле.

10-мӗшӗ - чакак йывăçăн аял­­ти турачӗсем çинче йăва çавăрсан çулла аслати час-часах авăтать.

11-мӗшӗ - ама хупахӗ чечеке ларсан çуркунне ăшă, çу кӗске пулать. Çак кун çăвакан çумăра тата çăрăлакан пылчăка вăрçма хушман. Апрельти çумăр тырăсемшӗн аван тенӗ. Енчен те çак кун çырмасем пăртан кăшт та уçăлман пулсан çулла сивӗ пулать.

13-мӗшӗ - ирхине ирех çумăр пӗрӗхсен çулла çумăрлă килет. Енчен те çак кун хӗвеллӗ те ăшă-тăк, çулла та шăрăх пулать.

14-мӗшӗ - çырмара пăр тăрук кайсан çулталăк çăмăл та лайăх иртет.

15-мӗшӗ - пăр тапранмалла. Çак кун ейӳ сарăлсан курăк ир ӗлкӗрет, утăçи ир пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев