Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Асăрханăр, çул çинче ачасем!

Май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 5-мӗшӗччен ГИБДД ӗçченӗсем ачасене лартса çӳрекенсене çул çинче çӳремелли йӗркесене пăхăннине тата урам урлă каçакан ачасене çул паманнисене тимлӗн тӗрӗслеççӗ. Çавна кура çуллахи канмалли тапхăр çитнине кура «Внимание - дети!» профилактика ӗçӗ пуçланнă. Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем аслисемпе ачасене çул çинче асăрхануллă çӳремеллине ăнлантарма тӗрлӗ...

Май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 5-мӗшӗччен ГИБДД ӗçченӗсем ачасене лартса çӳрекенсене çул çинче çӳремелли йӗркесене пăхăннине тата урам урлă каçакан ачасене çул паманнисене тимлӗн тӗрӗслеççӗ. Çавна кура çуллахи канмалли тапхăр çитнине кура «Внимание - дети!» профилактика ӗçӗ пуçланнă. Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем аслисемпе ачасене çул çинче асăрхануллă çӳремеллине ăнлантарма тӗрлӗ мероприятисем те йӗркеленӗ: конкурссем, викторинасем, акцисем тата ытти те.

Аса илтеретпӗр, çул çитмен ачасене машинара ятарлă пиçиххепе илсе çӳремесен 3000 пинлӗх штраф тӳлеттерме пултараççӗ. Çул урлă каçакан ачасене «зебрăран» ирттерсе ямасассăн та 1500 тенкӗ тӳлемӗ тӳр килет.

ТР ШӖМӗн патшалăх автоинспекцийӗ çул çинче тимлӗрех пулма сӗнет, уйрăмах çуллахи вăхăтра. Ашшӗ-амăшӗн те ачисене çул хӗрринче пӗччен хăварма юраманни çинчен асăрхаттарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев