Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Асăрханăр – суя укçа!

Усал шухăшлисем суя укçа хатӗрлеме пуçлани пӗр ӗмӗр кăна мар, «ăстисем» кашни ӗмӗртех çуралса пыраççӗ, тӗнчипех. Ку çӗршывсен экономикине мӗн пысăкăш сиен кӳни каламасăрах паллă. Суя банкнота мана лекмест тесе паян пиртен никам та шантарса калаймасть. Шульăксем çӳллӗ технологисемпе усă курса банкнотăсене питӗ ăста хатӗрлеме пуçланипе суяна хăш-пӗр банкра та...

Усал шухăшлисем суя укçа хатӗрлеме пуçлани пӗр ӗмӗр кăна мар, «ăстисем» кашни ӗмӗртех çуралса пыраççӗ, тӗнчипех. Ку çӗршывсен экономикине мӗн пысăкăш сиен кӳни каламасăрах паллă. Суя банкнота мана лекмест тесе паян пиртен никам та шантарса калаймасть. Шульăксем çӳллӗ технологисемпе усă курса банкнотăсене питӗ ăста хатӗрлеме пуçланипе суяна хăш-пӗр банкра та уйăрса илейменнине шута илсен, пушшех те. Çак кунсенче «Татар-информ» ИАра иртнӗ черетлӗ пресс-конференцие ТР ШӖМӗн Хусанти управленийӗ шăпах суя укçа хатӗрлекенсенчен сыхланмалли профилактика ӗçӗсене халалланăччӗ.

Спикерсем Хусан хули пирки кăна каласан та ку ыйту республикипех актуаллă. Суя укçа салатакансем Хусана кăна килмеççӗ вӗт, эппин хуть кам та вӗсен мăшкăлӗ пулма пултарать.

Статистика кăтартнă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Хусанта кăна 81 суя купюра (2016 çулта пурӗ 453 факт) салатнă. Пӗлтӗр çак вăхăтра 98 пулнă. ТР ШӖМ Хусанти управленийӗн экономика преступленийӗ­семпе кӗрешекен уйрăмăн пуçлăхӗ И.Аминов пӗлтернӗ тăрăх, ытларах 5000, 1000 тата 500 тенкӗлӗх купюрăсене хатӗрлеççӗ. Суя купюрăсене хатӗрлес тăкак пӗр пек пулнипе шульăксем ытларах 5000 тенкӗлӗххине суйлаççӗ иккен. Кăçал Хусанта салатнă суя купюрăсенчен 64-шӗ шăпах 5000 тенкӗлӗххи пулнă та. Сăмах май, пӗлтӗр хулара пӗтӗмпе 5000 тенкӗлӗххине - 337, 1000 тенкӗлӗх 86 банкнотăна çаврăнăшран кăларнă.

Тӗпрен илсен, суя укçа салатасран профилактика çине ТР ШӖМӗ яланах çирӗп тимлӗх уйăрать-ха. Çавна кура лавккасем яваплăрах, çынсем тимлӗрех пулма тытăнни те сисӗнет. Лавк­касенче суя укçана уйăракан ятарлă детекторсем лартнипе шульăксем лавккасене кӗме тăрăшмаççӗ. Вӗсем детекторсем çук вырăнсене: пасарсене, заправкăсене, сотовăй çыхăну салонӗсене, суту-илӳ павильо­нӗсене, хăвăрт апатлану ресторанӗсене суйлаççӗ.

Çавна кура йӗрке хуралçисем суя укçа салатакансене икӗ пая пайлаççӗ те. Пӗрисем - профессионалсем. Пуяс шутпа ятарласа салатаканнисем. Теприсем - тӳрӗ кăмăллисем. Урăхла каласан, эпир - ахаль çынсем. Суя купюра пирӗн алла тавăрса панă укçапа е пысăк купюрăна вакласа панă чух лекет. Çакна пӗлмесӗрех лавккара унпа тӳлесен те закона пăсни шутланать. Полици ăнлавӗпе каласан, суя укçана иккӗмӗш хут салатакансем пулатпăр. Енчен те суя укçапа çаклансан вара, паллах, лавккаран ним пулман пек никам та кăларса ямасть. Законпа килӗшӳллӗн, полици участокне çитме, купюра хăçан тата мӗнле майпа лекнине ăнлантарма тиветех. Айăплă е çуккине вара экспертиза 15 кунран кăна палăртать.

Сăмах май, суя укçа хатӗрлекенсене хальлӗхе Хусанта асăрхаман-ха (республикăна Çурçӗр-хӗвелтухăç Кавказран тата Мускавран кӳреççӗ), вăт салатаканнисене вара тытса чарнах. Кăçал март уйăхӗн пуçламăшӗнче пулнă ку. Челябинскпа Ноябрьскри каччăсем суя укçа салатма Хусана ятарласа килнӗ-мӗн. Вӗсем 5000 тенкӗлӗххисемпе сотовый телефон, апат-çимӗç, чечек туяннă. Полици терминӗпе каласан, çакнашкал «гастролерсем» хулара икӗ кунран ытла тăмаççӗ. Сăлтавне те ăнланмалла, май пур таран нумайрах суя купюрăна вырнаçтарса вӗсен хăвăртрах тарса ӗлкӗрмелле. Юрать-ха, суя укçана çийӗнчех асăрхаса полицие пӗлтернипе вӗсенчен пӗрне Екатеринбургра, теприне Сургутра темиçе кунранах тытса чарнă. РФ Уголовнăй кодексӗпе килӗшӳллӗн, çакăн пек преступленишӗн, йывăрăшне кура, 5 çултан пуçласа 15 çулччен тӗрмене хупаççӗ тата миллион тенке яхăн штраф тӳлеттереççӗ. Явапа çын 16 çул тултарсанах тытма тытăнать.

Суя укçана (банкоматран илнине те) ниçта та, нихăçан та чăн-чăннипе улăштарса паманнине хаçатра пӗрре мар пӗлтернӗ эпир. Çавăнпа чи малтан çакна асра тытмалла: пӗрремӗшӗнчен, хăмăр та суя укçа салатакан пуласран сыхланмалла. Урăхла каласан, алла суя укçа лекнине сиссен унпа лавккара тӳлеме тăрăшмалла мар, май пур таран хăвăртрах полицие пӗлтермелле. Купюрăна паракана, унпа пӗрле килнӗ çынсене тата вӗсен автомобильне астуса юлма тăрăшмалла. Иккӗмӗшӗнчен, банкомат чекне нихăçан та тӳрех пăрахмалла мар. Виççӗмӗшӗнчен, палламан çынна укçа вакласа памалла мар. Тăваттăмӗшӗнчен, автомобиль, хваттер тата ытти хаклă япала сутнă чух ятарласа банка кайса купюрăсене тӗрӗслеттермесӗр укçана илмелле мар. Ют çӗршыв укçине ют çӗршыв çыннисенчен туянма тăрăшмалла мар.

Паллах, тата хамăр тимлӗрех пулмалла. Чăн банкнотăна суйинчен уйăрса илме пӗлмелле. Экспертпа криминалистика экперчӗ Жанна Ибатуллина каланă тăрăх, 1997 тата 2004 çулсенче кăларнă 5000 номиналлă банкнотăсен хӳтлӗхӗ вăйсăртарах, çавăнпа шăпах çавсене шульăксем ытларах хатӗрлеççӗ те. 2010 çулта кăларнисен вара вăйлăрах. Çавăнпа 2010 çулта кăларнă пӗр суя банкнотăна та хальччен Хусанта асăрхаман-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев