Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Автобус пулсан, спектакль кӗттермест

Пӗтӗм чăваш юратакан К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ январӗн 27-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ. Юбилейлă сезона вăл кӗркуннех хаваслăн пуçларӗ. Пирӗншӗн, тутарстансемшӗн те, театр çывăх. Мӗншӗн тесен ăна пирӗн ентеш, Теччӗ чăвашӗ Иоаким Максимов-Кошкинский йӗркеленӗ, пӗрремӗш постановкăна Хусанти çамрăксен театрӗнче лартнă. Сăмах май, паянхи Хусан çыннисен çав тапхăра...

Пӗтӗм чăваш юратакан К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ январӗн 27-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ. Юбилейлă сезона вăл кӗркуннех хаваслăн пуçларӗ. Пирӗншӗн, тутарстансемшӗн те, театр çывăх. Мӗншӗн тесен ăна пирӗн ентеш, Теччӗ чăвашӗ Иоаким Максимов-Кошкинский йӗркеленӗ, пӗрремӗш постановкăна Хусанти çамрăксен театрӗнче лартнă. Сăмах май, паянхи Хусан çыннисен çав тапхăра темиçе самантлăха та пулин «таврăнма» май пулать. Театр пире А.Островскин пьесипе лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» чи пирвайхи постановкипе февралӗн 15-мӗшӗнче Çамрăксен театрӗнче савăнтарӗ.

Сумлă театрăн 100 çулхи юбилей мешехи вара январӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ. ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев юбилейпе автобус парнеленӗ.

30 вырăнлă çӗнӗ автобус ӗмӗрхи театршăн паян сывлăш пекех кирлӗ, çапла вара Республика Пуçлăхӗн парни нихçанхинчен вырăнлă пулнă, халӗ гастрольсемпе республикăна кăна мар, кӳршӗллӗ регионсене те чăрмавсăрах тухса çӳреме пултарать. Театр директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Владимиров пӗлтернӗ тăрăх, пӗрремӗш гастрольсем май уйăхӗн вӗçӗнчех пулӗç, ун чух театр Тутарстана тата Ульяновск облаçне çӗнӗ постановкăсемпе кайма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев