Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăнлăхпа çыхăннă литература пуянлăхӗ

«Сувар» вулаканӗсем кăçал çуркунне Анатоли Ырьятăн «Вут­ра çунман уртăш» повеçӗпе паллашнăччӗ. Автор унта хамăр ентешӗмӗрӗн, чăвашсен паллă поэчӗн, çыравçин, куçаруçин тата журналисчӗн Валентин Урташăн кун-çулне çутатса панă. Повеçе вулакан хапăл туса йышăнчӗ. Паллă поэт пирки унч­чен те асаилӳсем çыракансем пулнă-ха, тӗпрен илсен хамăр ентешсемех: В.Ахун, Н.Дедушкин, К.Петров, В.Цыфаркин, Р.Чепунов, Д.Шашкин…...

«Сувар» вулаканӗсем кăçал çуркунне Анатоли Ырьятăн «Вут­ра çунман уртăш» повеçӗпе паллашнăччӗ. Автор унта хамăр ентешӗмӗрӗн, чăвашсен паллă поэчӗн, çыравçин, куçаруçин тата журналисчӗн Валентин Урташăн кун-çулне çутатса панă. Повеçе вулакан хапăл туса йышăнчӗ. Паллă поэт пирки унч­чен те асаилӳсем çыракансем пулнă-ха, тӗпрен илсен хамăр ентешсемех: В.Ахун, Н.Дедушкин, К.Петров, В.Цыфаркин, Р.Чепунов, Д.Шашкин… Вӗсен тӗпчевӗсем, асаилӗвӗсем тăрăх эпир паллă ентешӗмӗр пирки ытларах пӗлме пултартăмăр. Анчах литературăн илемлӗ жанрӗпе Урташăн пурнăçӗпе пултарулăхне никам та çутатса паманччӗ-ха. Ачаран чăвашсем юратса юрлакан çӗр ытла юрă авторӗн сăввисене вуласа хавхаланнă, çитменнине Урташпа пӗр ялтах - Пăва районӗнчи Раккассинче - çуралса ӳснӗ Анатоли Ырьят вара ун пирки повесть çырса вулакан патне çитерме пултарчӗ. Питӗ пархатарлă ӗç. Нумай пулмасть «Вутра çунман уртăш» уйрăм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Акă мӗн каласа пачӗ Анатолий Григорьевич повесть еплерех çурални, кун çути курни пирки:
- Валентин Урташ çинчен повесть çырас шухăш 1994 çулта, «Канаш» хаçатра поэт çуралнăранпа 70 çул çитнӗ ятпа «Тăхăрьял легенди» пысăк калăпăшлă очерк пичетленсе тухсан çуралчӗ. Ятарласа В.Урташăн аппăшӗ Анна Андреевна Яковлева-Фадеева патне Раккассине кайрăм. Вăл хăйсен халиччен никам пӗлмен йăхӗпе ратни, шăллӗн пурнăçӗнчи ниçта çырса кăтартман пулăмсемпе паллаштарчӗ, поэтăн хушма хушамачӗ - Урташ - ăçтан пулса кайнин вăрттăнлăхне уçса пачӗ. Эпир унпа çур кун сӗтел хушшинче калаçса лартăмăр. Шел, халӗ Анна Андреевна çут тӗнчере çук ӗнтӗ… Чунӗ çăтмахра кантăр… Çавăн чух ун патне кайман пулсан повесть кун çути курсан та кун пекех тӗлӗнмелле фактсемпе çырăнайман пулӗччӗ, вулакансем çак повеçри пулăмсемпе нихçан та паллашайман пулӗччӗç. Ку вăл чăнлăхпа çыхăннă литература пуянлăхӗ тенӗ пулăттăм. Повеçри сăнарсен ячӗсем, хушамачӗсем - чăннисем. Çакă хайлав тӗшшине тата ӗненмеллерех уçса парать. Вулакансем, уйрăмах Тăхăрьял тăрăхӗсем, повеçе «тăвăллăн алă çупса» йышăнчӗç темелле. Интернетра паянхи кунччен вӗсем хакланине йышăнатăп. Шел, тиражӗ пӗчӗк пулнăран пурне те çак кӗнекепе тивӗçтерейместӗп, - терӗ Анатолий Григорьевич.
«Вутра çунман уртăш» РФ Писательсен союзӗн пайташӗн Анатоли Ырьятăн улттăмӗш кӗнеки. Халиччен унăн «Шевле çути» (пӗрлехи сборник) (2000), «Хăмăшлăха путнă кӗмӗл уйăх» (2001), «Пурнăç утравӗсем» (2013), икӗ пайлă «Тавах, çунатлă урхамахăм!» (2015) кӗнекисем тухнăччӗ. Вӗсемсӗр пуçне А.Ырьят 2003 çулта «Акафист Андрею Блаженному» Турă кӗнекине чăвашла куçарса пичетленине те асăнса хăвармалла.
«Вутра çунман уртăш» тăхăрьялсемшӗн кăна мар, пӗтӗм чăваш тӗнчишӗн хаклă япала. Урташ юррисене юрласа ӗмӗр ирттернӗ аслăрах çултисемшӗн çеç мар, шкул ачисемшӗн те чăн тупра вырăнӗнче пулмалла вăл. Ман шутпа, шкулта Валентин Урташăн пултарулăхне вӗреннӗ чух ачасен çак повеçе вуласа тухмаллах. Вăл чăваш поэзийӗпе прозин легендин пурнăçӗпе творчествине тата та тарăнрах ăнланма пулăшӗ. Ку кӗнеке кашни чăваш ялӗнчи шкул библиотекинчех пулмалла. Шел те, тиражӗ пӗчӗк. Анчах та спонсорсем тупăнсан авторӗ ăна тепӗр хут кăларма та хатӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев