Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и эсир?

Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и, унăн кун-çулне тӗпчетӗр-и, мухтавлă çыннисене паллатăр-и, культура çитӗнӗвӗсене асăнаятăр-и? Ку ыйтусен хуравӗсемпе эпӗ кăна мар, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн членӗ Олег Кульев та кăсăкланать. Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Олег Георгиевичăн «Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и?» кӗнеки (редакторӗ - Ольга Иванова, ӳнерçи - Наталия Васильева) пичетленсе...

Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и, унăн кун-çулне тӗпчетӗр-и, мухтавлă çыннисене паллатăр-и, культура çитӗнӗвӗсене асăнаятăр-и? Ку ыйтусен хуравӗсемпе эпӗ кăна мар, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн членӗ Олег Кульев та кăсăкланать.
Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Олег Георгиевичăн «Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и?» кӗнеки (редакторӗ - Ольга Иванова, ӳнерçи - Наталия Васильева) пичетленсе тухрӗ.

Материал тӗлӗшӗнчен пуян та интереслӗ кăларăма кроссвордсемпе ребуссем, криптограммăсемпе шарадăсем, тестсемпе викторинăсем тата ытти вăйăсем кӗнӗ. Пуç ватмăшсене содержанине кура тăватă ушкăна уйăрнă.
«Чăваш Республикин картти умӗнче» пайрисем географипе çыхăннă. Кунта вулакансем «Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и?» тест тупсăмӗсене, ребуссен хуравӗсене шырама, географи диктанчӗ çырма, метаграммăсемпе логогрифсем вуласа тавçăрулăха тӗрӗслеме, паллă мар маршрутпа çула тухма пултарӗç... Чăваш Республикин хулисемпе районӗсен, юханшывӗсен ячӗсене астăвакансемшӗн пӗртте йывăр пулмӗç ку ӗçсем.
«Çутçанталăк вăрттăнлăхӗ­сем» пая кӗнисем чӗрчунсемпе вӗçен кайăксене, ӳсен-тăрансене лайăхрах пӗлме пулăшӗç. Пӗрремӗш пая парăнтарнисене каллех ребуссемпе пуç ватмăшсем, сăмах вăййисемпе тестсем кӗтӗç. Криптограммăпа сăмах вăчăри те питӗ кăсăклă. Асамлă çуртра камсем пурăнаççӗ-ши тата?
Литературăна, театрпа ӳнер искусствисене халалланă ăс-хакăл вăййисене «Ӳнер тӗнчи» пая пуçтарнă. Çыравçăсен произведенийӗсемпе тимлӗ паллашнă-и эсир, сăнарсемпе авторсене пăтраштармастăр-и, кам хăш хайлава çырнине калаятăр-и - кунти пуç ватмăшсем йăлт татса парӗç. Калăпăшӗпе ку пай ыттисенчен пысăкрах.
«Çӗр пин сăмах çӗршывӗнче» вара чăваш чӗлхин вăрттăнлăхӗсене уçма май парӗ. Историзмсемпе архаизмсене, фразеологизмсене, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахӗсене аса илме, хăйне евӗрлӗ кроссвордсене шӗкӗлчеме тивӗ.
Кӗнекери пуç ватмăшсене пӗччен те, ушкăнпа та шутлама юрать. Ӗçе пуçăниччен «Умӗн каланипе» тата «Пуç ватмăшсене шутламалли правилăсемпе» паллашма сӗнетпӗр. Йывăрлăхсем сиксе тухсассăн сире «Хуравсем» пай пулăшӗ. Анчах унта сăлтавсăрах пăхма кирлӗ мар, унсăрăн ăс-хакăл вăййисене шутлама та интереслӗ мар.
Олег Кульевăн «Чăваш çӗршывне пӗлетӗр-и?» кӗнекипе эсир вăхăта усăллă та хаваслă ирттерӗр. Кăларăм чăваш чӗлхипе литература, тăван ен культури е географи урокӗсем валли доклад, реферат хатӗрленӗ чух та, килти ӗçсене пурнăçланă чух та пысăк пулăшу кӳрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев