Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш халăх поэчӗ хăйӗн сăввисене вулать

Шупашкарти Наци вулавăшӗнче мартăн 13-мӗшӗнче иртнӗ литература уявне чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 çул тултарнине халалланăччӗ. Поэт хăйӗн сăввисене вуласа париччен, пурнăçӗ çинчен те кăштах каласа пачӗ. - Хусанта чухне аэровокзалта Юрий Айташа куртăм, - каласа пачӗ юбиляр хăйӗн çул-йӗрӗ мӗнле майпа Шупашкаралла илсе çитернӗ пирки. - Вăл Шупашкарта...

Шупашкарти Наци вулавăшӗнче мартăн 13-мӗшӗнче иртнӗ литература уявне чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 çул тултарнине халалланăччӗ. Поэт хăйӗн сăввисене вуласа париччен, пурнăçӗ çинчен те кăштах каласа пачӗ.

- Хусанта чухне аэровокзалта Юрий Айташа куртăм, - каласа пачӗ юбиляр хăйӗн çул-йӗрӗ мӗнле майпа Шупашкаралла илсе çитернӗ пирки. - Вăл Шупашкарта пурăнаканскер, хӗрӗ патне Пӗкӗлмене вӗçет. Унпа пӗрле чăвашла калаçса пыма тесе, Çарăмсана пуçтарăнаканскер, Пӗкӗлмене çитиех вӗçрӗм. Унтан автобуспа таврăнтăм. Питӗ Шупашкара куçас килсе кайрӗ. Айташа курман пулсан килес те çукчӗ пуль. Мӗншӗн тесен мана ун чухне Çарăмсанра шкул директорӗ те тăвасшăнччӗ, хаçат редакторӗ те. Çапах хăпса килтӗм кунта. Пӗртте ӳкӗнместӗп. Кунта килмен пулсан пурнăç самаях тӗксӗм, кичем пулнă пулӗччӗ. Çавăнпа та хама телейлӗ тесе шутлатăп. Шупашкара куçса килесси питӗ тӗрӗс шухăш пулнă. Кунта эпӗ хамăн ӗмӗте пурнăçларăм. Лайăх юлташсем тупрăм, лайăх, кирлӗ ӗçсенче ӗçлерӗм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев