Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш хӗрӗ еврейсен кӗнекине кӗнӗ

«Еврейсен федераллă наципе культура автономийӗ» обществăлла организацин Эксперт канашӗн йышăнăвӗпе Чăваш наци конгресӗн президиумӗн чи çамрăк пайташне Алиса Лукинана «Лица России. XXI век» альбом-кӗнекен геройӗсен шутне кӗртнӗ. Алиса Лукина Чăваш Ен çамрăкӗсен «Хастар» юхăмӗн активистки, «Нарспи» клубăн хореограф-балетмейстерӗ. Ун пирки материал кӗнекен 20-40 çулсенчи тӗрлӗ наци представителӗсем çинчен çырнă пая...

«Еврейсен федераллă наципе культура автономийӗ» обществăлла организацин Эксперт канашӗн йышăнăвӗпе Чăваш наци конгресӗн президиумӗн чи çамрăк пайташне Алиса Лукинана «Лица России. XXI век» альбом-кӗнекен геройӗсен шутне кӗртнӗ. Алиса Лукина Чăваш Ен çамрăкӗсен «Хастар» юхăмӗн активистки, «Нарспи» клубăн хореограф-балетмейстерӗ.

Ун пирки материал кӗнекен 20-40 çулсенчи тӗрлӗ наци представителӗсем çинчен çырнă пая кӗрет. Вӗсем хăйсен ӗçӗсемпе наци общинисӗр пуçне пӗтӗм Раççей культурине пысăк тӳпе хываççӗ. Кӗнеке авторӗсен шучӗпе, кашни çӗршыв историне кӗрсе юлма тивӗç. Еврейсен наципе культура автономийӗ çак проекта Раççей Президенчӗн гранчӗпе пурнăçлать. Обществăлла организацин ертӳçисен шучӗпе, кӗнеке кăларни Раççейӗн граждан обществине йӗркеленме, халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетме пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев