Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш Киштекĕнчи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ мĕне пуринчен ытларах хакланине пĕлтерчĕ

Чăваш Киштекӗнче ĕлĕк часавай пулнă. Ăна çĕнĕрен 2004 çулта нимелле туса лартма шутлаççӗ. Ялта пурте хисеплекен Елинка аппа çак ӗçре пысăк вăй хунă. Халĕ вăл çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан та ял-йыша пӗрлехи ӗçсене туслăн тума тĕслĕх кăтартса хăварнă. Ӗлӗкрех чăвашлăха çӗклес енӗпе çак ял пысăках çитӗнӳсем кăтартнине астусах каймастпăр пулсан...

Чăваш Киштекӗнче ĕлĕк часавай пулнă. Ăна çĕнĕрен 2004 çулта нимелле туса лартма шутлаççӗ. Ялта пурте хисеплекен Елинка аппа çак ӗçре пысăк вăй хунă. Халĕ вăл çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан та ял-йыша пӗрлехи ӗçсене туслăн тума тĕслĕх кăтартса хăварнă.

Ӗлӗкрех чăвашлăха çӗклес енӗпе çак ял пысăках çитӗнӳсем кăтартнине астусах каймастпăр пулсан та, паянхи кун вăл тăван культурăна çӗклес енӗпе пысăк та хăватлă утăмсем тунине асăрхамасăр иртме çук. Нумай пулмасть ирттернӗ «Выля, хут купăс» фестиваль кăна мӗне тăрать. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Павлов та çак сăмахсене çирӗплетет.

- Пирӗн ялта кун пек уяв пӗр 10 çул пулман-тăр, - тет иван Алексеевич. - Ӗлӗк Акатуй ирттерчӗç. Ку уява ирттерес тесе хастар хутшăнакансем çаксем пулчӗç: Федор Петров ертсе пыракан Культура çурчӗн ӗçченӗсем, Ирина Емельянова ертсе пыракан шкул ӗçченӗсем, Лилия Бахтинова ертсе пыракан ФАП ӗçченӗсем, Таккаварти клубра ӗçлекен Татьяна Чаукова, хамăр ял хутлăхӗнче ӗçлекенсем, - каласа та пӗтерме çук. Çапах Евгений Савельев ертсе пыракан вырăнти Агрофирма пулăшăвне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Платниксем - Алексей Кузнецов, Владимир Бакланов, Юрий Никитин - сценăпа лармалли саксем туса пачӗç.

Иван Павлов 2015 çултанпа Чăваш Киштек ял канашне ертсе пырать. Çапах ку ӗçре вăл çӗнӗ çын мар, 2005-2010 çулсенче те ял хутлăхӗн пуçлăхне суйланă пулнă ăна. Киштексен йăлисене те çакăнта çуралса ӳснӗ çын лайăх пӗлет. Тӗслӗхрен, мӗншӗн Çимӗке кӗçнерни кун ирттернине.

- Пирӗн масар çывăхӗнче çак кӗçнерни кун та машина лартма вырăн çук, - мăнаçланарах клать ял пуçлăхӗ. - шăмат кун та çын нумай килет. Эпир Çимӗке иккӗ уявлатпăр тесен те юрать пуль. Хуларисем пурте кӗçнерни кун ӗçрен тухса килеймеççӗ вӗт. Аслисем каланă тăрăх, чиркӳ уявӗсене ялсем тăрăх валеçнӗ вăхăтра пупӗ пур çӗре те ӗлкӗрейменнипе-и, Киштекӗн Çимӗкне кӗçнерни куна хăварнă. Хӗллехи уявсенчен - Михайлă. Вăл тăвансем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳресе хур ашӗ çиессипе палăрса тăрать, пӗр эрнене тăсăлать. Вăл йăлана кунта çирӗп тытса пыраççӗ.

Чăваш Киштекӗн ял хутлăхӗнче паянхи куна 700 яхăн çын пурăнать. Таккаварӗнчи пуçламăш шкулта 10 ача вӗренет. Новоселкинчен 1 вӗренекен Киштеке çӳрет. Вырăнти тӗп шкулта 87 ача пӗлӳ пухать. Ял халăхӗ ăçта ӗçлесе пурăнни пирки те кăсăклантăмăр ял поселенийӗн пуçлăхӗнчен.

- Ялăн чи пысăк пуянлăхӗ вăл çӗр, - тет Иван Павлов. - Çӗр çинче ӗçлесессӗн тырри пулать, выльăх-чӗрлӗхне усрама пулать. Хальхи вăхăтра пурте ял-хуçалăхӗнче ӗçлеççӗ теме çук. Самани çапла килсе тухрӗ, пурне те ӗçпе тивӗçтерме май килмест. Çапах, ман шухăшпалан, чи сумлă çынсем çӗр çинче ӗçлекенсем пулса тăраççӗ. Мӗншӗн тесен патшалăхăн тӗрекӗ - çăкăр тăвакан çын. Çакăн пек çынсене хăйсен çемйисене тăрантармашкăн, ачисене ӳстермешкӗн патшалăхăн услови туса памалла, çителӗклӗ укçа памалла. Ялсăр çӗршыв малалла каяймасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев