Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш Майни хăна пăхма пӗлет

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш Майни Алексеевски районӗнче пӗртен-пӗр чăваш ялӗ пулнăран республика шайӗнчи чăваш мероприятине йышăнма ăна çăмăлах мар, апла пулин те Чăваш çыравçисен съездне яланхилле тӗплӗн хатӗрленнӗччӗ вӗсем. Килнӗ хăнасене авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, аякран килнисене вӗри чейпе сăйларӗç. Вырăнти çыравçăсен М.Константиновпа Н.Семеновăн тата ялти ал...

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш Майни Алексеевски районӗнче пӗртен-пӗр чăваш ялӗ пулнăран республика шайӗнчи чăваш мероприятине йышăнма ăна çăмăлах мар, апла пулин те Чăваш çыравçисен съездне яланхилле тӗплӗн хатӗрленнӗччӗ вӗсем. Килнӗ хăнасене авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, аякран килнисене вӗри чейпе сăйларӗç. Вырăнти çыравçăсен М.Константиновпа Н.Семеновăн тата ялти ал ăстисен куравӗсене те хатӗрлеме ӳркенмен. Съезд ӗçне пуçăниччен çыравçăсене вырăнти «Шуçăм», «Шăнкăрав» ансамбльсем, районти Ерыкла, Шеме ялӗсен артисчӗсем тата Лениногорскри Геннадий Садовников композиторпа Нурлатри Иван Павлов çыравçă кăмăла çӗклентерекен лайăх концерт кăтартрӗç.

Палăртса хăварар, Алексеевски районӗ акă ӗнтӗ миçемӗш çул хăйӗн территорийӗнче иртекен Чăваш çыравçисен съездне тӗрев парать, хальхинче те ун ӗçне район администарци ертӳçин канашçи Р.Мифтахов хутшăнчӗ. Съезд хăнисем çаплах Çӗнӗ Шупашкарпа Ижевск хулисенчен те килнӗччӗ. Вӗсем Н.Семенов музыковед, композиторпа Ю.Ипатов таврапӗлӳçӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев